ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Итлеменни нумай хуйхӑ кӳрет
Хӑш-пӗр израильтянсем суя турӑсене пуҫҫапакан хӗрарӑмсене качча илнӗ (Езд 9:1, 2; w06-U 1/15 20 с., 1 абз.).
Вӗсем Иегова панӑ хушусене пӑснӑ (Езд 9:10—12).
Турра итлеменнишӗн вӗсем хӑйсем те, вӗсен ҫемйисем те хуйхӑ тӳснӗ (Езд 10:10, 11, 44).
Иегова паракан пур хушу та пирӗншӗн усӑллӑ (w09-U 10/1 10 с., 6 абз.). Эпир Иеговӑна итлесе пурӑнатпӑр пулсан, йывӑрлӑхсенчен хӑтӑлӑпӑр тата нумай пиллӗх илӗпӗр.
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Иеговӑна итлени мана мӗнле йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлет?»