ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ырӑ хыпар сарас правӑна хӳтӗлетпӗр
Хирӗҫ тӑракансем израильтянсене храм туса лартас ӗҫе чарса лартма хӑтланнӑ. Анчах строительсем храм туса лартма право пуррине законлӑ майпа ҫирӗплетнӗ (Езд 5:11—16). Хальхи вӑхӑтра та христиансем ырӑ хыпара хӳтӗлеҫҫӗ тата ӑна сарассине законлӑ майпа ҫирӗплетеҫҫӗ (Фп 1:7). Ҫак тӗллевпе 1936 ҫулта пӗтӗм тӗнчери тӗп управленире юристсен уйрӑмне йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак уйрӑм пӗтӗм тӗнчипе Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне хӳтӗлесе тӑрать. Ҫак уйрӑм Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑма мӗнле пулӑшать тата Турӑ халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшать?
«ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ТӖП УПРАВЛЕНИЙӖНЧИ ЮРИСТСЕН УЙРӐМӖПЕ ПАЛЛАШТАРНИ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Иегова Свидетелӗсен прависене мӗнле майпа пӑсаҫҫӗ?
-
Судра пирӗн мӗнле ҫӗнтерӳсем пулнӑ? Тӗслӗх илсе пар.
-
Ырӑ хыпара хӳтӗлеме тата ӑна сарассине законлӑ майпа ҫирӗплетме пулӑшас тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?
-
Пирӗн правӑсене хӳтӗлесси ҫинчен калакан хыпарсене тата Турра ӗненнишӗн тӗрмере ларакан Иегова Свидетелӗсен списокне пирӗн сайтра ӑҫта тупма пулать?