Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Августӑн 26 — сентябрӗн 1

ПСАЛОМ 77

Августӑн 26 — сентябрӗн 1

97-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Израильтянсен тӗслӗхӗ пире мӗнрен асӑрхаттарать?

(10 мин.)

Израильтянсем Иеговӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен манса кайнӑ (Пс 77:11, 42; w96-U 12/1 29—30 с.).

Вӗсем Турӑ хӑйсемшӗн тӑрӑшнине хакламан (Пс 77:19; w06-U 7/15 17 с., 16 абз.).

Израильтянсем хӑйсен йӑнӑшӗсенчен вӗренмен, вӗсем темиҫе хутчен Турра хирӗҫ тӑнӑ (Пс 77:40, 41, 56, 57; w11-U 7/1 10 с., 3, 4 абз.).


ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пире мӗн пулӑшӗ?

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 77:14, 52, 53. Египетран тухнӑ чухне халӑх хӑйне лӑпкӑ та хӳтлӗхри пек туйтӑр тесе Иегова мӗн тунӑ? (w18.09 26 с., 11, 12 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 77:1—22 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 5 урок, 5 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Буклетпа усӑ курса калаҫу пуҫла. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 5 урок, 4 пункт).

6. Калаҫу пуҫлӑр

(1 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫын эсир мӗншӗн килнине кӗскен каласа пама ыйтать. Ӑна Библи вӗренме сӗн (lmd 2 урок, 5 пункт).

7. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынпа калаҫнӑ чухне Библи ҫинчен асӑнмасӑрах ӑна хӑв Иегова Свидетелӗ пулнине ӑнланса илме пулӑш. Ӑна Библи вӗренме сӗн (lmd 2 урок, 4 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

96-мӗш юрӑ

8. Ырӑ хыпар сарнӑ Филипран вӗренетпӗр

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Библире тӗрлӗ ҫынсем ҫинчен ҫырса панӑ. Пӗрисем лайӑх тӗслӗх, теприсем япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫак тӗслӗхсенчен вӗренес тесен пирӗн вӑхӑт уйӑрмалла тата вӑй хумалла. Ҫав ҫынсем ҫинчен вулани ҫителӗксӗр, вӗсен тӗслӗхӗ хамӑра мӗне вӗрентни ҫинчен шухӑшламалла, унтан кирлӗ улшӑнусем тумалла.

Библире каланӑ тӑрӑх, ырӑ хыпар сарнӑ Филипп «святой сывлӑшпа тулнӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ» пулнӑ (Ап 6:3, 5). Эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

ВИДЕО кӑтарт: «Вӗсенчен вӗренӗр. Ырӑ хыпар саракан Филипп». Унтан ыйтусем пар:

  • Лару-тӑру улшӑнсан Филипп хӑйне мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Ап 8:1, 4, 5).

  • Иегова Филипа ырӑ хыпар саракансем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма хатӗр пулнишӗн пилленӗ. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? (Ап 8:6—8, 26—31, 34—40).

  • Хӑналама юратни Филипа тата унӑн ҫемйине нумай усӑ панӑ. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? (Ап 21:8—10).

  • Видеороликра кӑтартнӑ ҫемье Филипран тӗслӗх илсе нумай савӑнӑҫ илнӗ. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?

9. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 101-мӗш юрӑ тата кӗлӗ