Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Августӑн 5—11

ПСАЛОМ 69—71

Августӑн 5—11

59-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Килес ӑрӑва» Туррӑн хӑвачӗ ҫинчен пӗлтерӗр

(10 мин.)

Ҫамрӑк пулнӑ чухне Давид Иегова пулӑшнине туйса тӑнӑ (Пс 70:5; w22.01 6 с., 15 абз.).

Ватӑлса ҫитсен те Давид хӑйне Иегова хӑварманнине туйса тӑнӑ (Пс 70:9; w14 3/15 13 с., 3, 4 абз.).

Давид хӑйне Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парса ҫамрӑксене хавхалантарнӑ (Пс 70:17—19; w14 1/15 19 с., 4, 5 абз.).

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракан тӑвансенчен кама эпӗ ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнсе хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама ыйтма пултаратӑп?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 71:8. Пултарни 15:18-мӗшӗнче Иегова Авраама сӑмах пани Соломон патша вӑхӑтӗнче мӗнле пурнӑҫланнӑ? (it-1-U 686 с., 4 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 70:1—24 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫын тавлашма пуҫласан, калаҫӑва ыррӑн вӗҫле (lmd 4 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унччен чӑнлӑх ҫинчен калаҫнӑ хурӑнташпа калаҫни. Вӑл Библи вӗренме иккӗленсе тӑрать (lmd 8 урок, 4 пункт).

6. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(5 мин.) Доклад. ijwfq 49 статья. Тема: «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсен хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсене улӑштарнӑ?» (th 17 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

76-мӗш юрӑ

7. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерме пулӑшакан сӗнӳсем

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ачасем Иеговӑран вӗренме пултараҫҫӗ (Эф 6:4). Вӗренмешкӗн вӑй хумалла, анчах вӗренни ачасене — уйрӑмах, вӗсен Библири чӑнлӑхсене ытларах пӗлес кӑмӑл аталансан — савӑнӑҫ кӳме пултарать (Ин 6:27; 1Пт 2:2). Ашшӗ-амӑшӗсене ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине интереслӗ те усӑллӑ ирттерме пулӑшас тесе  «Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерме пулӑшакан сӗнӳсем» рамкӑна пӑхса тух, унтан ҫак ыйтусене пар:

  • Эсир рамкӑри канашсенчен хӑшӗсемпе усӑ курасшӑн?

  • Сирӗн хӑвӑрӑн сӗнӳсем пур пулсан, вӗсем ҫинчен каласа пама пултаратӑр-и?

ВИДЕО кӑтарт: «Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни интереслӗ пултӑр тесе тӑрӑшӑр». Унтан ыйту пар:

  • Ҫемьере ачасем ҫук пулсан, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни арӑмӗшӗн интереслӗ пултӑр тесе упӑшки мӗн тума пултарать?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 123-мӗш юрӑ тата кӗлӗ