Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Июлӗн 15—21

ПСАЛОМ 62—64

Июлӗн 15—21

108-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Санӑн ырӑлӑху пурӑнӑҫран та хаклӑрах»

(10 мин.)

Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулни пурнӑҫран та хаклӑрах (Пс 62:4; w01-U 10/15 15—16 с., 17, 18 абз.).

Иеговӑн ырӑлӑхӗ, е вӑл пире чунтан парӑнса юратни, ҫинчен аса илсе шухӑшлатпӑр пулсан, эпир ӑна пархатарлӑрах пулса пыратпӑр (Пс 63:6, ҪТ; w19.12 28 с., 4 абз.; w15 10/15 24 с., 7 абз.).

Иегова хамӑра чунтан парӑнса юратнишӗн пархатарлӑ пулни пире ӑна мухтама хавхалантарать (Пс 62:5—7; w09-U 7/15 16 с., 6 абз.).

ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ ПУҪҪАПНИНЕ ИРТТЕРМЕ ПУЛӐШАКАН СӖНӲ: ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр: «Иегова сирӗнтен кашнине чунтан парӑнса юратнине мӗнле кӑтартать?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 63:4. Ҫак сӑвӑ йӗрки ыттисемпе ыррӑн калаҫма мӗнле хавхалантарать? (w15 12/15 20 с., 10 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 62:2—63:11 (th 12 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Кил хуҫи эсӗ калаҫакан чӗлхепе калаҫмасть (lmd 3 урок, 4 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библири пӗр-пӗр шухӑша калама ӗлкӗриччен калаҫу вӗҫленет (lmd 2 урок, 4 пункт).

6. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна мӗн интереслентернине ӑнланма тӑрӑш тата унпа тепӗр хут тӗл пулма калаҫса татӑл (lmd 1 урок, 5 пункт).

7. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(4 мин.) Диалог. ijwfq 51 статья. Тема: «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем унччен ырӑ хыпара итлемен ҫынсем патне тепӗр хут килеҫҫӗ?» (lmd 4 урок, 3 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

154-мӗш юрӑ

8. Иеговӑна юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Иегова «нумай ырӑлӑхлӑ», урӑхла каласан, вӑл чунтан парӑнса юратать (Пс 85:15). «Чунтан парӑнса юратни» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ яваплӑ пулнине, принципсене тытса тӑнине, шанчӑклӑ пулнине тата чун туртнине пӗлтерет. Иегова пур ҫынна та юратать, анчах вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кӑна — камӑн унпа ҫывӑх хутшӑнусем пур, ҫавсене кӑна — чунтан парӑнса юратать (Пс 32:18; 62:4; Ин 3:16; Ап 14:17). Иегова пире чунтан парӑнса юратнишӗн пархатарлӑ пулнине эпир ӑна юратнипе кӑтартма пултаратпӑр. Ҫакна мӗнле тума пулать? Унӑн заповечӗсене тытса тӑнипе, ҫав шутрах «вӗренекенсем хатӗрлӗр» тесе хушнине туса тӑнипе (Мф 28:19; 1Ин 5:3).

ВИДЕО кӑтарт: «Ырӑ хыпар сарас ӗҫре юрату кӑтартӑр». Унтан ыйтусем пар:

Юрату ырӑ хыпар сарма пире мӗнле хавхалантарать?

  • Ывӑннӑ чухне

  • Хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ чухне

  • Кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне

9. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 79-мӗш юрӑ тата кӗлӗ