Июлӗн 29 — августӑн 4
ПСАЛОМ 68
13-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. 68-мӗш Псаломра Иисусӑн пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр событисем ҫинчен маларах каласа хунӑ пулнӑ
(10 мин.)
Иисуса пӗр сӑлтавсӑрах курайман (Пс 68:5; Ин 15:24, 25; w11 8/15 9 с., 17 абз.).
Турра тӗрӗс пуҫҫапассишӗн Иисус ҫунса тӑнӑ (Пс 68:10; Ин 2:13—17; w10 12/15 5—6 с., 7, 8 абз.).
Иисусӑн чунӗ ҫав тери пӑлханнӑ; ӑна йӳҫӗ шӗвекпе хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех панӑ (Пс 68:21, 22; Мф 27:34; Лк 22:44; Ин 19:34; g95-U 10/22 31 с., 4 абз.; it-2-U 1277 с., 5 абз.).
ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: мӗншӗн Иегова Мессия ҫинчен пророкла каланисене Еврей Ҫырӑвӗсенче ҫырма хавхалантарнӑ?
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
-
Пс 68:31, 32. Ҫак сӑвӑ йӗркисем хамӑрӑн кӗлӗсене лайӑхлатма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (w23.5 4 с., 7—9 абз.).
-
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 68:2—26 (th 2 урок).
4. Тӳсӗмлӗх. Иисус мӗн тунӑ?
(7 мин.) Сӳтсе явни. ВИДЕО кӑтарт. Унтан lmd 8-мӗш урокри 1, 2 пунктсене сӳтсе яв.
5. Тӳсӗмлӗх. Иисусран тӗслӗх илӗр
(8 мин.) Сӳтсе явни (lmd 8 урок, 3—5 пунктсем тата «Ҫаксене те пӑхӑр» рамка).
134-мӗш юрӑ
6. Пухӑва мӗн кирлине шута илни
(5 мин.)
7. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерме пулӑшакан канашсем
(10 мин.). Сӳтсе явни.
2009 ҫулхи январь уйӑхӗнче эрне варринче иртекен тӗлпулусене пӗрлештернӗ — пухӑвӑн кӗнеке вӗренӗвне Теократи ӗҫӗн шкулӗпе тата сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗпе пӗрлештерсе пӗр тӗлпулу тунӑ. Ҫавна пула кашни эрнере пӗр-пӗр каҫ ҫемьесем пӗрле Турра пуҫҫапма пултараҫҫӗ. Нумайӑшӗ ҫак улшӑнусемшӗн питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене Иеговӑпа тата килтисемпе ҫывӑхланма пулӑшрӗ (Сак 6:6, 7).
Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни усӑллӑ та тӑтӑшах ирттӗр тесе ҫемье пуҫӗсене мӗнле канашсем пулӑшма пултараҫҫӗ?
-
Тӑтӑшах ирттерӗр. Май пулсан, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине кашни эрнере пӗр вӑхӑтра ирттерӗр. Кӗтмен ҫӗртен мӗн те пулин сиксе тухас пулсан, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине урӑх кун ирттерме хатӗр пулӑр.
-
Маларах хатӗрленӗр. Мӗн сӳтсе явмалли ҫинчен арӑмпа тата вӑхӑтран вӑхӑта ачасемпе канашлӑр. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне тӑвакан хӑш-пӗр ӗҫсене кашни эрнере туса тӑрсан, хатӗрленме нумай вӑхӑт кирлӗ пулмӗ.
-
Ҫемьене мӗн кирлине шута илӗр. Ачасем ӳссе пынӑҫемӗн вӗсене мӗн кирли тата вӗсен пултарулӑхӗсем улшӑнса пыраҫҫӗ. Ҫакна асра тытӑр: ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне мӗн пӑхса тухни ҫемьерисенчен кашнине хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме тата Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пулӑшмалла.
-
Ҫемьерисем хӑйсене лӑпкӑ та канлӗ туйччӑр тесе тӑрӑшӑр. Вӑхӑтран вӑхӑта ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине уҫӑ сывлӑшра ирттерӗр. Кирлӗ пулсан, тӑхтавсем тӑвӑр. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ачасем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине сӳтсе явма лайӑх вӑхӑт пулин те, ҫакӑ ачасене ятламалли е наказани памалли вӑхӑт мар.
-
Яланах пӗр пек ан ирттерӗр. Сӑмахран, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне эсир ҫитес тӗлпулӑвӑн пӗр-пӗр пайне хатӗрленме, jw.org сайтри видеона сӳтсе явма тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулма пултаракан лару-тӑрусенче мӗн каламаллине репетици тума пултаратӑр. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫемьерисем яланах мӗн те пулин пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ пулин те, ҫав вӑхӑтӑн пӗр пайне кашни хӑй тӗллӗн мӗн те пулин тӗпчеме пултартӑр тесе уйӑрма пулать.
Итлекенсене ыйту пар:
-
Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫак канашсенчен хӑшӗнпе эсир усӑ куратӑр?
8. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 14 сып., 8—14 абз. тата «Вӑл Турра мухтаса вилнӗ» рамка