Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР

Хавхалануллӑн вӗрентӗр

Хавхалануллӑн вӗрентӗр

Ырӑ хыпара эпир хавхалануллӑн пӗлтеретпӗр пулсан пирӗн сӑмахсем витӗмлӗ пулӗҫ тата ҫынсене пире итлеме интереслӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне, эпир мӗн каланине хамӑр та ҫирӗп ӗненни курӑнӗ. Эпир мӗнле халӑхран пулнине тата пирӗн мӗнле характер пулнине пӑхмасӑрах хавхалануллӑн калаҫма пултаратпӑр (Рм 12:11). Ҫакна тӑвас тесен мӗн тумалла?

Пӗрремӗшӗнчен, эсӗ калакан чӑнлӑхсем мӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен шухӑшла. Иегова пире ырӑ хыпар сарас ӗҫе шанса парса чыс тунӑ (Рм 10:15). Иккӗмӗшӗнчен, ҫынсем чӑнлӑха йышӑнсан вӗсен пурнӑҫӗ мӗнле лайӑхланасси ҫинчен шухӑшла. Ырӑ хыпар вӗсене ҫӑлӑнӑҫ илме пулӑшӗ вӗт (Рм 10:13, 14). Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫӗкленӳллӗн калаҫ, пит-куҫпа алла яланхи пекех вылят.

«ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪРЕ САВӐНӐҪ ТУПӐР. ӐСТАЛӐХА ӲСТЕРӖР: ХАВХАЛАНУЛЛӐН ВӖРЕНТӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Мӗншӗн Джейдпа вӗренни Нитӑна савӑнӑҫ кӳме пӑрахнӑ?

  • Нитӑна каллех хавхалануллӑн вӗрентме мӗн пулӑшрӗ?

  • Эпир хавхалануллӑн вӗрентни ыттисем ҫине витӗм кӳрет

    Мӗншӗн пирӗн кама эпир ырӑ хыпар саратпӑр, ҫавсенче лайӑх енсене курма тӑрӑшмалла?

  • Эпир хавхалануллӑн вӗрентни ыттисем ҫине, ҫав шутрах Библи вӗренекенсем ҫине, мӗнле витӗм кӳме пултарать?