Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова юратнӑран ӑса кӗртет

Иегова юратнӑран ӑса кӗртет

Ӑса кӗртесси, тӗпрен илсен, вӗрентессипе тата ӑнлантарса парассипе ҫыхӑннӑ, ҫавӑн пекех ун шутне тӳрлетесси те, наказани парасси те кӗрет. Иегова пире хӑйне юрӑхлӑ пулма пулӑшас тесе ӑса кӗртет (Рм 12:1; Евр 12:10, 11). Хӑш-пӗр чухне ӑса кӗртнине йышӑнма йывӑр пулма пултарать. Анчах та эпир пулӑшу йышӑнтӑмӑр пулсассӑн, Турӑ умӗнче таса пулса тӑрӑпӑр тата вӑл пире ырлама пуҫлӗ (Ыт 10:7). Кама ӑса кӗртеҫҫӗ тата кам ӑса кӗртет, ҫавсен мӗне асра тытмалла?

Кам ӑса кӗртет, ҫавсем валли. Старейшинӑсем, ашшӗ-амӑшӗсем тата ытти христиансем Иегова пекех юратса тата ырӑлӑх кӑтартса ӑса кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ (Иер 46:28). Ҫынна наказани памалла чухне те унӑн лару-тӑрӑвне шута илмелле тата унпа ырӑ пулмалла (Тит 1:13).

Кама ӑса кӗртеҫҫӗ, ҫавсем валли. Кирек мӗнле наказани парсан та, пирӗн ӑна сирсе ямалла мар, ун вырӑнне пирӗн ӑна тӳрех йышӑнма тӑрӑшмалла (Ыт 3:11, 12). Пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та пире пурне те канашсем парса тата асӑрхаттарса ӑса кӗртни кирлӗ. Ҫакӑн пек канашсене эпир пухӑвӑн тӗлпулусенче илтме е Библире вулама пултаратпӑр. Хӑш-пӗр чухне христианин йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан, старейшинӑсен ун ӗҫне пӑхса тухас тесе комитет йӗркелеме тивет. Эпир ӑса кӗртнине йышӑнатпӑр пулсан, пирӗн халех лайӑх пурнӑҫ пулӗ тата пуласлӑхра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр (Ыт 10:17).

«ИЕГОВА КАМА ЮРАТАТЬ, ҪАВНА НАКАЗАНИ ПАРАТЬ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Канон мӗн ачаранпах мӗнле пурнӑҫпа пурӑннӑ тата вӑхӑт иртсен унӑн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑннӑ?

  • Иегова ӑна тӳрленме мӗнле пулӑшнӑ?

  • Иегова паракан наказание хаваспах йышӑнӑр

    Ҫак тӑванӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?