Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Хӑвӑн кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн ан кай

Хӑвӑн кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн ан кай

Эпир ҫылӑхлӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн хамӑра яланах алра тытмалла. Эпир хамӑр мӗн тӑвас килнине пурне те тӑватпӑр пулсан, Иегова пире ырлама пӑрахма пултарать. Сӑмахран, хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑна пӗтӗм чунтан юратас вырӑнне ытларах хитре тӑхӑнма, тутлӑ ҫиме тата хӑтлӑ ҫуртра пурӑнма юратаҫҫӗ. Теприсем ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑл хыҫҫӑн кайса Туррӑн нормисене пӑсаҫҫӗ (Рм 1:26, 27). Виҫҫӗмӗшӗсем вара ыттисене килӗшес тесе, ыттисенчен уйрӑлса тӑрас мар тесе, ыттисем хыҫҫӑн кайса мӗн те пулин япӑххине тӑваҫҫӗ (Тх 23:2).

Хамӑр кӑмӑл-туртӑма мӗнле тытса чарма пулать? Пирӗн Иеговӑна мӗн савӑнтарать, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшмалла (Мф 4:4). Ҫавӑн пекех Иеговӑна пире хамӑрӑн кӑмӑл-туртӑма алра тытма пулӑш тесе хӗрӳллӗн кӗлтумалла. Мӗншӗн тесен Иегова пирӗншӗн мӗн лайӑхрах пулнине тата пирӗн тӗрӗс кӑмӑл-туртӑма мӗнле ҫырлахтармаллине те пӗлет (Пс 144:16).

«ЧӖЛӖМ ТУРТСА ХӐВӐН ПУРНӐҪНА АН ПӖТЕР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Мӗншӗн ҫынсем туртаҫҫӗ?

  • Туртни санӑн сывлӑх ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

  • Мӗншӗн чӗлӗм туртни, электронлӑ чӗлӗм туртни те, хӑрушӑ? (2Кр 7:1).

  • Эсӗ туртас кӑмӑла хирӗҫ тӑма пултаратӑн!

    Туртма пуҫлас мар тесен е туртма пӑрахас тесен мӗн тумалла?