ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренекене Иеговӑна тата Иисуса ӗненме пулӑшӑр
Библи вӗренекенӗн Турӑпа туслашас тесен ҫирӗп ӗненӳ аталантармалла (Евр 11:6). Ҫак тӗлӗшрен «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке пулӑшать. Унта Библири тӗп сӑвӑ йӗркисем, ҫирӗплетӳсем, шухӑшлаттаракан ыйтусем, хавхалантаракан видеосем тата хитре ӳкерчӗксем пур. Библи вӗренекене лайӑх енсене аталантарма тата Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшсан эпир вутра ҫунман материалсемпе усӑ куратпӑр теме пулать (1Кр 3:12—15).
Хӑш-пӗрисем Турӑпа туслашма йывӑр тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна куҫпа курма май ҫук. Ҫавӑнпа пирӗн вӗсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшмалла тата ун ҫине шанма вӗрентмелле.
«„ӖМӖР-ӖМӖР САВӐНСА ПУРӐНӐР!“ КӖНЕКЕПЕ УСӐ КУРСА ИЕГОВӐНА ӖНЕНМЕ ПУЛӐШӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Хӗрарӑм тӑван Библи вӗренӗвне ирттерме лайӑх хатӗрленни ӑҫтан курӑнать?
-
Вӑл Исаия 41:10, 13 сӑвӑ йӗркисенчи тӗп шухӑшсем ҫине тимлеттерес тесе тата Библи вӗренекене хӑйӗн шухӑшӗсене каласа пама хавхалантарас тесе ыйтусемпе мӗнле усӑ курчӗ?
-
Библи вӗренекен ҫине видеоролик тата Библири сӑвӑ йӗркисем мӗнле витӗм кӳчӗҫ?
Нумайӑшӗ Иисус тӳлесе илме панӑ парнепе ҫыхӑннӑ темӑна ӑнланмаҫҫӗ е тӳлесе илме панӑ парне пирки Турӑ хӑйсемшӗн панӑ парне тесе шутламаҫҫӗ (Гл 2:20). Ҫавӑнпа пирӗн ҫынсене Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненме пулӑшмалла.
«„ӖМӖР-ӖМӖР САВӐНСА ПУРӐНӐР!“ КӖНЕКЕПЕ УСӐ КУРСА ИИСУСА ӖНЕНМЕ ПУЛӐШӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Арҫын тӑван Библи вӗренӗвне ирттерме лайӑх хатӗрленни ӑҫтан курӑнать?
-
Библи вӗренекене пулӑшас тесе «Тӗпчемелли» рамкӑпа вӑл мӗнле усӑ курчӗ?
-
Библи вӗренекен Турӑпа ҫывӑхланса пытӑр тесе кӗлтуни мӗншӗн питӗ кирлӗ?