ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Юрату... мӑнаҫланмасть»
Юрату пире хамӑра кӗҫӗне хума пулӑшать (1Кр 13:4). Эпир тӑвансене чӑннипе юрататпӑр пулсан, вӗсене хамӑртан асла хурса хисеплетпӗр. Эпир ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшатпӑр тата вӗсене пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр (Фп 2:3, 4). Мӗн чухлӗ ытларах эпир ҫакӑн пек юрату кӑтартатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе пирӗнпе усӑ курма пултарӗ.
«АСРА ТЫТӐР: ЧӐН-ЧӐН ЮРАТУ МӐНАҪЛАНМАСТЬ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Авессалом ҫине пӑхса ҫынсем мӗн курнӑ?
-
Ҫакӑнпа Авессалом мӗнле усӑ курнӑ?
-
Мӑнкӑмӑлланса каяс мар тесен мӗн тумалла? (Гл 5:26).