ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Юрату... яланах шанса тӑрать»
Эпир тӑвансене чун-чӗререн юрататпӑр. Ҫавӑнпа вӗсем тӗрӗс йышӑну тӑвасса эпир шанатпӑр (1Кр 13:4, 7). Сӑмахран, ҫылӑх тунӑ арҫын тӑвана тӳрлетсен, вӑл хӑйне тӳрлетнине йышӑнасса шанатпӑр. Ӗненӳ хавшаса кайнӑ тӑвансемпе эпир тӳсӗмлӗ пулма тата вӗсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр (Рм 15:1). Кам та пулин пухуран тухса кайсан, пӗр-пӗр кун вӑл каялла таврӑнасса эпир шанса тӑратпӑр (Лк 15:17, 18).
«АСРА ТЫТӐР: ЧӐН-ЧӐН ЮРАТУ ЯЛАНАХ ШАНСА ТӐРАТЬ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Авенир мӗнле йышӑну тунӑ тата мӗншӗн?
-
Авенир килӗшӳ тума ыйтсан Давидпа Иоав хӑйсене мӗнле тытнӑ?
-
Мӗншӗн пухури тӑвансем тӗрӗс йышӑну тӑвасса шанмалла?