ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Халӑх пӑлханнине чӑтса ирттерме эсӗ хатӗр-и?
Ҫак тӗнче вӗҫленсе пынӑҫемӗн халӑх пӑлханни, терактсем тата вӑрҫӑсем ытларах пулӗҫ (Ӳлӗм 6:4). Ҫак йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме эпир халех мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?
-
Эсӗ Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма хатӗр-и? Иеговӑпа унӑн организацийӗ ҫине шанма тата нейтралитета тытса тӑма пулӑшакан Библири принципсемпе тӗслӗхсене туп (Ыт 12:5; jr-U 125—126 с., 23, 24 абз.). Пухури тӑвансемпе халех ҫывӑх хутшӑнусем аталантар (1Пт 4:7, 8).
-
Сывӑ тата чӗрӗ тӑрса юлма пулӑшакан япаласем эсӗ хатӗрленӗ-и? Лӑпкӑ мар вӑхӑтра килте ларма тивет пулсан, мӗн-мӗн тумаллине маларах шухӑшласа хур. Ҫителӗклӗ апат-ҫимӗҫ, шыв тата малтанлӑха кирлӗ пулма пултаракан япаласене хатӗрлесе хур. Килтен тухса кайма тивет пулсан, мӗн тумалли пирки маларах шухӑшла. Малтанлӑха кирлӗ пулма пултаракан япаласене чиксе хунӑ рюкзакра мӗн пуррине тӗрӗсле. Ҫавӑн пекех унта хӑвна хӳтӗлекен япаласем (сӑмахран, перчаткӑсемпе маскӑсем) тата укҫа пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе пӑх. Старейшинӑсенчен вӗсемпе мӗнле ҫыхӑнмалли ҫинчен тата вӗсен хӑвӑн телефон номерӗ пуррипе ҫуккине ыйтса пӗл (Ис 32:2; g17.5-U 3—7 с.).
Халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан йӗркене малалла та тытса тӑр (Фп 1:10). Витӗмлӗ сӑлтав ҫук пулсан, килтен ан тух (Мф 10:16). Ыттисене апат-ҫимӗҫпе тата кирлӗ япаласемпе пулӑш (Рм 12:13).
«ЭСӖ ИНКЕКЛӖ ВӐХӐТА ХАТӖР-И?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Инкеклӗ вӑхӑтра Иегова пире мӗнле пулӑшма пултарать?
-
Хатӗр пулас тесен пирӗн мӗн-мӗн тумалла?
-
Инкеке лекнисене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?