ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне нумаях пулмасть пулса иртнӗ событисем ҫинчен калаҫ
Ҫынсене вӗрентнӗ чухне Иисус нумаях пулмасть пулса иртнӗ событисем ҫинчен асӑннӑ (Лк 13:1—5). Эсӗ те ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсене интереслентерсе ярас тесе юлашки вӑхӑтра пулса иртнӗ событисене асӑнма пултаратӑн. Сӑмахран, хаксем ӳсни ҫинчен, ҫутҫанталӑк инкекӗ ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен, наркотиксемпе иртӗхни ҫинчен е урӑх йывӑрлӑх ҫинчен калаҫу пуҫлама пултаратӑн. Унтан ҫынна шухӑшлаттаракан ыйту пар. Сӑмахран, ҫакӑн пек ыйтма пултаратӑн: «Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак йывӑрлӑх хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?» е «Сирӗн шутпа, ҫак йывӑрлӑха мӗнле татса пама пулать?» Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ сӑвӑ йӗркине вуласа пар. Ҫын ытларах пӗлесшӗн пулсан, ӑна видеоролик кӑтарт е ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен вырӑнлӑ публикацие сӗн. Хамӑр пурӑнакан вырӑнти ҫынсен чӗрине пырса тивес тесе айтӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар (1Кр 9:22, 23).
Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти ҫынсене мӗн ҫинчен калаҫма интереслӗ пулӗ?