Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисене ан итле!

Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисене ан итле!

Шуйттан тата унӑн витӗмне лекнисем пирӗн ӗненӗве хавшатас тесе чӑнлӑха суяпа хутӑштараҫҫӗ (2Кр 11:3). Сӑмахран, Ассири ҫыннисем Иегова халӑхне аптратса ӳкерес тесе ҫурма тӗрӗс, ҫурма суя тата сӗмсӗр суя каланӑ (2Ҫлс 32:10—15). Хальхи вӑхӑтра ҫакӑн пек меслетсемпе чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем те усӑ кураҫҫӗ. Вӗсен вӗрентӗвӗсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Наркӑмӑш ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла! Вӗсем мӗн ҫырнине ан вула, вӗсемпе ан хутшӑн тата вӗсен шухӑшӗсене ан сар. Иеговӑпа унӑн организацийӗ пирки иккӗлентерме пултаракан информацие хӑвӑрт асӑрхама тӑрӑш, вара ӑна тӳрех сирсе яр! (Иуда 3, 4).

«ӖНЕНӲШӖН ПӖТӖМ ВӐЙРАН КӖРЕШӖР!» (ПӖР ПАЙӖ) ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Интернетра ыттисемпе хутшӑнмалли сайтсене кӗрсен мӗншӗн пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла?

  • Рим 16:17-мӗшӗнчи канаша эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр?