Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Эсӗ Библин аудиоҫыртарӑвӗсене итлетӗн-и?

Эсӗ Библин аудиоҫыртарӑвӗсене итлетӗн-и?

Библин аудиоҫыртарӑвӗсем мӗнпе палӑрса тӑраҫҫӗ? «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗн аудиоҫыртарӑвӗсем ытларах та ытларах чӗлхепе тухса тӑраҫҫӗ. Ҫак ҫыртарӑвӑн уйрӑмлӑхсенчен пӗри — унта Библири кашни сӑнар хӑйӗн сассипе калаҫать. Библири хыпара тӗрӗс уҫса парас тесе вуласа паракансем кирлӗ шухӑшсене палӑртса туйӑмпа вуласа параҫҫӗ.

Библин аудиоҫыртарӑвӗсене итлени мӗнле усӑ парать? Нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Библие рольсемпе вуланине тӑтӑшах итлени вӗсене Библири событисене куҫ умне кӑларса тӑратма тата мӗн вуланине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать (Ыт 4:5). Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр тӑвансем ҫакна та асӑрханӑ: пӑшӑрханнӑ чухне Библие итлени вӗсене лӑплантарать (Пс 93:19).

Турӑ Сӑмахне итлени пирӗн пурнӑҫ ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать (2Ҫлс 34:19—21). Библин е унӑн хӑш-пӗр кӗнекисен аудиоҫыртарӑвӗсем хӑв ӑнланакан чӗлхепе пур пулсан, эсӗ вӗсене тӑтӑшах итлеме пултаратӑн-и?

«БИБЛИН АУДИОҪЫРТАРӐВӖСЕНЕ МӖНЛЕ ТӐВАҪҪӖ?» (ПӖР ПАЙӖ) ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

Библин аудиоҫыртарӑвӗсене мӗнле туни сана мӗнпе тӗлӗнтерчӗ?