Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Хӑвӑн ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑх

Хӑвӑн ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑх

Иегова «Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать» (Пс 149:4). Пирӗн ҫитменлӗхсем пур пулсан та, вӑл пирӗн лайӑх енсене те, эпир мӗнле ҫын пулса тӑма пултарассине те курать. Эпир вара хӑш-пӗр чухне хамӑрта лайӑххине курмасан та пултаратпӑр. Ыттисем хӑйсене хамӑрпа мӗнле тытнине пула эпир хамӑр пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлама пултаратпӑр. Е унччен тунӑ йӑнӑшсем ҫинчен шутласа ҫӳренине пула Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленме пултаратпӑр. Ҫакӑн пек туйӑмсемпе кӗрешме пире мӗн пулӑшма пултарать?

Асра тыт: Иегова ҫын курма пултарнинчен ытларах курать (1Патш 16:7). Апла пулсан, вӑл пирӗнте хамӑр курманнине те курать. Библи пире Иегова хамӑр ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшать. Ҫакна ӑнланас тесен пирӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн тери хытӑ юратнине кӑтартакан Библири сӑвӑ йӗркисемпе тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшламалла.

«ХӐВӐН ЧӖРӲНЕ ТУРӐ МАНА ЮРАТАТЬ ТЕСЕ ШАНТАР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Ӑмӑртура чупакан яш ачапа унӑн ашшӗ пирки калакан тӗслӗх Иегова пирӗн ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма мӗнле пулӑшать?

  • Йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ҫын каллех Иеговӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшать пулсан, вӑл хӑйӗн чӗрине мана Иегова юратать тесе мӗнле шантарма пултарать? (1Ин 3:19, 20).

  • Давидпа Иосафат тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлани арҫын тӑвана мӗнле пулӑшнӑ?