Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова — «тӑлӑхсенӗн ашшӗ»

Иегова — «тӑлӑхсенӗн ашшӗ»

Кашни ҫулах питӗ нумай яшсемпе хӗрсем Иеговӑн тусӗ пулма шут тытаҫҫӗ (Пс 109:3). Эсӗ Иеговӑшӑн ӗҫлетӗн пулсан, ҫакна асра тыт: вӑл сана питӗ хытӑ юратать. Вӑл эсӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа хӑйӗншӗн ӗҫлеме пур енчен те пулӑшса тӑма сӑмах парать. Сана аҫу е аннӳ пӗчченех пӑхса ӳстерет пулсан, Иегова «тӑлӑхсенӗн ашшӗ» пулнине асра тыт (Пс 67:6). Ҫемьери лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах Иегова вӗрентнине пула эсӗ ӑна шанчӑклӑ пулма пултаратӑн (1Пт 5:10).

«ВӖСЕМ ӖНЕНӲШӖН ӐНӐҪЛӐН КӖРЕШЕҪҪӖ. ТУЛЛИ МАР ҪЕМЬЕРЕ ӲСНӖ ТӐВАНСЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Тамми, Чарлз тата Джимми тӗслӗхӗсем сана мӗне вӗрентеҫҫӗ?

  • Псалом 26:10-мӗшӗнчи сӑмахсем тулли мар ҫемьере ӳссе ҫитӗнекенсене мӗн пирки шантараҫҫӗ?