Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Экономика кризисне чӑтса ирттерме эсӗ хатӗр-и?

Экономика кризисне чӑтса ирттерме эсӗ хатӗр-и?

Ҫак тӗнчере вӑхӑтран вӑхӑта экономикӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухнинчен эпир тӗлӗнместпӗр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир юлашки кунсен юлашки кунӗсенче пурӑнатпӑр тата Библире «пӗтекен пуянлӑх» ҫине шанмалла мар тесе асӑрхаттарса каланӑ (1Тм 6:17; 2Тм 3:1). Иосафат патша тӗслӗхӗ экономика кризисне чӑтса ирттерме хатӗрленме пире мӗнле пулӑшма пултарать?

Иосафата хирӗҫ тӑшмансем тухсан, вӑл Иегова ҫине шаннӑ (2Ҫлс 20:9—12). Халӑха хӳтӗлемешкӗн вӑл кирлӗ утӑмсем маларах тунӑ: хуласене тӗреклетнӗ тата вӗсенче ҫар тӑратса тухнӑ (2Ҫлс 17:1, 2, 12, 13). Пирӗн те йывӑр вӑхӑтсене чӑтса ирттермешкӗн, Иосафат пекех, Иегова ҫине шанмалла тата маларах хатӗрленмелле.

«ЭСӖ ИНКЕКЛӖ ВӐХӐТА ХАТӖР-И?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Инкеклӗ вӑхӑта хатӗр пулас тесе пирӗнтен кашнийӗ мӗн тума пултарать?

  • Ыттисене пулӑшма хатӗр пулас тесе эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?