Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Июнӗн 17—23

ПСАЛОМ 50—52

Июнӗн 17—23

89-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Пысӑк йӑнӑшсем тӑвас мар тесен мӗн тумалла?

(10 мин.)

Нихӑҫан та йӑнӑшсем тумастӑп тесе ан шутлӑр, мӗншӗн тесен пур ҫыннӑн та тӗрӗс маррине тӑвас туртӑм пур (Пс 50:7; 2Кр 11:3).

Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене малалла та туса тӑрӑр (Пс 50:8; w19.01 15 с., 4, 5 абз.).

Таса мар шухӑшсемпе тата тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешӗр (Пс 50:12—14; w15 6/15 14 с., 5, 6 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 51:4—6. Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен Доик ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр? (it-1-U 633 с., 5, 6 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 50:3—21 (th 12 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 7 урок, 3 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 4 урок, 4 пункт).

6. Интереса аталантарӑр

(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Турӑ ячӗ ҫинчен каласа парӑр (lmd 9 урок, 5 пункт).

7. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

115-мӗш юрӑ

8. Хамӑр тунӑ йӑнӑшсене мӗнле тӳрлетмелле?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Тем пек тӑрӑшсан та эпир йӑнӑшсем тӑватпӑрах (1Ин 1:8). Йӑнӑш тусан эпир хӑрама е хамӑра намӑс туйма пултаратпӑр. Анчах ҫак туйӑмсене Иеговӑран каҫару тата пулӑшу ыйтма чӑрмантарма памалла мар (1Ин 1:9). Хамӑрӑн йӑнӑша тӳрлетме пулӑшакан пӗрремӗш утӑм вӑл — Иеговӑна кӗлтуни.

Псалом 50:3, 4, 19 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

  • Эпир пысӑк йӑнӑш тусан Давидӑн сӑмахӗсем пире Иеговӑран пулӑшу ыйтма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

ВИДЕО кӑтарт: «Ҫамрӑксен пурнӑҫӗ. Хӑв тунӑ йӑнӑшсене мӗнле тӳрлетмелле?» Унтан ыйтусем пар:

  • Талила тата Жозе мӗне пула йӑнӑшсем тунӑ?

  • Хӑйсен йӑнӑшӗсене тӳрлетес тесе вӗсем мӗн тунӑ?

  • Ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ панӑ?

9. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 129-мӗш юрӑ тата кӗлӗ