Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Июнӗн 3—9

ПСАЛОМ 44—46

Июнӗн 3—9

27-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иисус Христос хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗпе, 144 000-ӗшӗпе, тӑрать

1. Патша туйӗ ҫинчен хывнӑ юрӑ

(10 мин.)

44-мӗш Псаломра Мессианла Патшалӑхӑн Патшин туйӗ ҫинчен ҫырса панӑ (Пс 44:2, 14, 15; w14 2/15 9—10 с., 8, 9 абз.).

Ҫак туй Армагеддон хыҫҫӑн пулать (Пс 44:4, 5; w22.05 17 с., 10—12 абз.).

Вара ҫынсем пурте пиллӗхсем илӗҫ (Пс 45:9—12; it-1-U 375 с., 6 абз.).


ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Манӑн чӗре пирӗн Патша ҫинчен, Иисус Христос ҫинчен, ырӑ хыпар сарма хавхалантарать-и?» (Пс 44:2).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 44:17. Ҫак сӑвӑ йӗркинчен райри пурнӑҫ ҫинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр? (w17.04 11 с., 9 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 44:2—18 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 1 урок, 3 пункт).

5. Доклад

(5 мин.) ijwbv 26 статья. Тема: «Псалом 45:11-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» (th 18 урок).

6. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(4 мин.) Диалог. g-U 12/10 22—23 с. Тема: «Гомосексуаллӑ ҫыхӑнусем ҫинчен эсир мӗн шутлатӑр?» (lmd 6 урок, 5 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

131-мӗш юрӑ

7. Мӑшӑрсем, малалла та ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартӑр

(10 мин.). Сӳтсе явни.

Туй кунӗ — телейлӗ кун (Пс 44:14—16). Анчах мӑшӑрсем пурнӑҫ тӑршшӗпех телейлӗ пулччӑр тесен вӗсен мӗн тумалла? (Ек 9:9).

Телейлӗ пулас тесен упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне ҫепӗҫҫӗн юратнине кӑтартмалла. Мӑшӑрсен Исаакпа Ревеккӑран тӗслӗх илмелле. Библире каланӑ тӑрӑх, вӗсем 30 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартнӑ (Плт 26:8). Вӗсенчен тӗслӗх илме мӑшӑрсене мӗн пулӑшӗ?

ВИДЕО кӑтарт: «Сирӗн ҫемье телейлӗ пултӑр. Ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартӑр». Унтан ыйтусем пар:

  • Мӗне пула упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринчен сивӗнме пултараҫҫӗ?

  • Мӑшӑрӗ хӑйне хисепленине тата юратнине туйтӑр тесе упӑшкипе арӑмӗ мӗн тума пултараҫҫӗ? (Ап 20:35).

8. Пухӑва мӗн кирлине шута илни

(5 мин.)

9. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 111-мӗш юрӑ тата кӗлӗ