Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Майӑн 20—26

ПСАЛОМ 39, 40

Майӑн 20—26

102-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Мӗншӗн ыттисене пулӑшмалла?

(10 мин.)

Ыттисене пулӑшни пире телейлӗрех тӑвать (Пс 40:2; w18.08 22 с., 16—18 абз.).

Ыттисене пулӑшакансене Иегова пулӑшать (Пс 40:3—5; w15 12/15 24 с., 7 абз.).

Ыттисене пулӑшнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр (Пс 40:14; Ыт 14:31; w17.09 12 с., 17 абз.).

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Хамӑн пухури тӑвансенчен кама эпӗ JW Library приложенипе усӑ курма вӗрентме пултаратӑп?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 39:6—11. Ҫак сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир Иеговӑна хамӑр Пуҫлӑх вырӑнне хуни пире мӗн тума хистет? (it-1-U 896 с., 3 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 39:2—18 (th 12 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Савӑнӑҫлӑ курӑнакан ҫынпа калаҫни (lmd 2 урок, 3 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Салхуллӑ курӑнакан ҫынпа калаҫни (lmd 3 урок, 5 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

(5 мин.) lff 14 урок, 6 пункт. Библи вӗренекен тӗлпулусенче комментари пама шикленсе тӑрать. Унпа «Тӗпчемелли» рамкӑри «Пухура Иеговӑна мухтаса тӑрӑр» статьяри пӗр шухӑша сӳтсе яв (th 19 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

138-мӗш юрӑ

7. Ваттисене ырӑ тӑвӑр

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Иегова ватӑ тӑвансем пухушӑн тӑрӑшнине питӗ хаклать, эпир те питӗ хаклатпӑр (Евр 6:10). Вӗсем нумай ҫул хушши хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене вӗрентнӗ, хавхалантарнӑ. Тен, эсир вӗсем хӑвӑра пулӑшнине те аса илме пултаратӑр. Вӗсем вӑй хунишӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

ВИДЕО кӑтарт: «Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырлӑх тӑвар». Унтан ыйтусем пар:

  • Джи Хун тӑван Кан Хо Джин тӑванран мӗне вӗреннӗ?

  • Хӑвӑр пухури ватӑ тӑвансене эсир мӗншӗн хаклатӑр?

  • Ырӑ самаритянин ҫинчен калакан тӗслӗх пире мӗне вӗрентет?

  • Ватӑ тӑвана пулӑшма Джи Хун ытти тӑвансене чӗннӗ. Мӗншӗн ҫакӑ лайӑх йышӑну пулнӑ?

Хамӑр пухури ватӑ тӑвансене мӗнле пулӑшу кирли ҫинчен шухӑшласан, эпир вӗсене нумай енчен пулӑшма пултарӑпӑр. Пӗр-пӗр тӑвана пулӑшу кирлине асӑрхарӑр пулсан, хӑвӑр уншӑн мӗн тума пултарни ҫинчен шутласа пӑхӑр (Иак 2:15, 16).

Галати 6:10 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

  • Пухури ватӑ тӑвансене ырӑ тӑвас тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 8-мӗш юрӑ тата кӗлӗ