Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Майӑн 27 — июнӗн 2

ПСАЛОМ 41—43

Майӑн 27 — июнӗн 2

86-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Иегова вӗрентнине хаклӑр

(10 мин.)

Иеговӑна пуҫҫапас тесе тӗлпулусене ҫӳрӗр. Ҫавна май килнӗ таран, тӑвансемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса тума тӑрӑшӑр (Пс 41:5, 6; w06-U 6/1 9 с., 4 абз.).

Турӑ Сӑмахне тӗпчес умӗн кӗлтӑвӑр (Пс 41:9; w19.01 18 с., 15 абз.).

Пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн яланах Библири принципсене шута илӗр (Пс 42:3).

Иегова вӗрентсе тӑни пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать (1Пт 5:10; w16.09 5 с., 11, 12 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 43:19, 20. «Шакалсен ҫӗрӗ» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ мӗне пӗлтерме пултарать? (it-2-U 1224 с., 4 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 43:2—27 (th 11 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Библи вӗренме сӗн (lmd 5 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(5 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна ҫитес тӗлпулура туса паракан доклада итлеме чӗн тата «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеоролика кӑтарт (lmd 7 урок, 5 пункт).

6. Доклад

(3 мин.) lmd 1 Хыҫсӑмах, 4 пункт. Тема: «Пурте сып-сывӑ пулӗҫ» (th 2 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

21-мӗш юрӑ

7. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн мӗн тумалла?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Ҫамрӑк тӑвансем, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн эсир мӗн тӑвас тетӗр? Пионер пулас тесе, тен, эсир ӑҫта ӗҫлессине шухӑшласа хунӑ? Тен, эсир пӗр-пӗр ӗҫе тума вӗренес тейӗр, сертификат е диплом илес тейӗр. Ҫамрӑклӑх вӑл — тӗлӗнмелле те интереслӗ вӑхӑт. Анчах ҫав вӑхӑтра сире йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен сирӗн умра нумай ҫул уҫӑлать тата эсир хӑвӑр мӗн суйласа илни ҫинчен ыттисем мӗн шутлӗҫ-ши тесе пӑшӑрханма пултаратӑр. Сире тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшӗ?

Матфей 6:32, 33 вуласа пама ыйт. Унтан ыйтусем пар:

  • Ӗҫ пирки тата вӗренесси пирки йышӑну тӑвиччен мӗншӗн чи малтан сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартмалла?

  • Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Матфей 6:32, 33 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене тытса тӑма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Пс 77:4—7).

Асӑрхануллӑ пулӑр: пысӑк укҫа ӗҫлесе илес кӑмӑла е паллӑ ҫын пулас кӑмӑла хӑвӑрӑн йышӑнусем ҫине витӗм кӳме ан парӑр (1Ин 2:15, 17). Асра тытӑр: камӑн укҫа нумай, ҫавсене Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна хума йывӑр пулма пултарать (Лк 18:24—27). Ҫын пуяссишӗн ҫунать пулсан, ӑна ҫирӗп ӗненӳ аталантарма тата Иеговӑна савӑнтарма йывӑр пулать (Мф 6:24; Мк 8:36).

ВИДЕО кӑтарт: «Пӗтекен япаласем ҫине ан шанӑр! Пурлӑх». Унтан ыйту пар:

  •   Ытарӑшсем 23:4, 5 сӑвӑ йӗркисенчи канаш сире тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле пулӑшма пултарать?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 47-мӗш юрӑ тата кӗлӗ