Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Майӑн 6—12

ПСАЛОМ 35, 36

Майӑн 6—12

87-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Усал ҫынсем тӗлӗшпе хӗрсе ан кай»

(10 мин.)

Усал ҫынсене пула эпир асапланатпӑр (Пс 35:2—5; w17.04 10 с., 4 абз.).

Вӗсем ҫине тарӑхса ҫӳресен эпир хамӑра хамӑр сиен кӳрӗпӗр (Пс 36:1, 7, 8; w22.06 10 с., 10 абз.).

Эпир Иегова сӑмах панине шансан чӗрере лӑпкӑлӑх туйӑпӑр (Пс 36:10, 11; w17.04 10—11 с., 5, 6 абз.).

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Хаярлӑхпа пусмӑрлӑх ҫинчен калакан хыпарсене нумай вуласа-пӑхса лармастӑп-и?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 35:7. Псалом юрлакан Иеговӑн тӳрӗлӗхӗ «Турӑ тӑвӗсем пек» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? (it-1-U 505 с., 4 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 36:1—26 (th 10 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 1 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унччен Библи вӗренме килӗшмен ҫынна Библи вӗренме тепӗр хут сӗнсе пӑх (lmd 9 урок, 4 пункт).

6. Доклад

(5 мин.) ijwbv 45 статья. Тема: «Псалом 36:4-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» (th 13 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

33-мӗш юрӑ

7. Эсир инкеклӗ вӑхӑта хатӗр-и?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе ҫутҫанталӑк инкекӗсем пулса иртеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫын айӑпне пула та тӗрлӗ инкексем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫавна пула нумай ҫын, ҫав шутрах пирӗн тӑвансем те, хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене ҫухатаҫҫӗ тата нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлаҫҫӗ (Пс 9:10, 11). Шел пулин те, инкек кашнине пырса тивме пултарать. Ҫавӑнпа пирӗн пурин те инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленмелле.

Кирлӗ япаласене хатӗрленисӗр пуҫне a инкеклӗ вӑхӑта чӑтса ирттерме пире тата мӗн пулӑшӗ?

  • Ҫакӑн пекки манпа пулмасть тесе ан шутлӑр. Хамӑр пурӑнакан вырӑнта та инкек-синкек сиксе тухма пултарнине йышӑнӑр тата инкеклӗ вӑхӑтра мӗн тӑвассине маларах шухӑшласа хурӑр. Хӑвӑрӑн пӗтӗм пурлӑха ҫухатма хатӗр пулӑр. Ҫакӑ сире инкек вӑхӑтӗнче ӑслӑ-тӑнлӑ пулма пулӑшӗ: эсир хӑвӑр пурлӑха ҫӑлас вырӑнне хӑвӑрӑн тата ытти ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарӑр (Плт 19:16; Пс 35:10). Унсӑр пуҫне, хамӑрӑн пӗтӗм пурлӑха ҫухатма хатӗр пулсан, инкекре ӑна ҫухатсан та эпир хуйха ӳкмӗпӗр (Пс 36:19).

  • Хӑвӑр ӗненӗве ҫирӗплетӗр. Иеговӑн сирӗншӗн тӑрӑшма вӑй та, кӑмӑл та пуррине хытӑрах шанма вӗренӗр (Пс 36:18). Хӑвӑра яланах ҫакӑн ҫинчен аса илтерсе тӑрӑр: Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен пӗтӗм пурлӑхне ҫухатсан та Иегова вӗсене пулӑшса тӑрӗ тата ертсе пырӗ (Пс 36:23, 24; Иер 45:5).

Иегова хӑй мӗн каланине пурнӑҫласса шанатпӑр пулсан, инкеклӗ вӑхӑтра вӑл пирӗншӗн хӳтлӗх пулӗ (Пс 36:39).

ВИДЕО кӑтарт: «Эсӗ инкеклӗ вӑхӑта хатӗр-и?» Унтан ыйтусем пар:

  • Инкеклӗ вӑхӑтра Иегова пире мӗнле пулӑшма пултарать?

  • Инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленес тесе эпир мӗн-мӗн тума пултаратпӑр?

  • Инкеке лекнисене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 57-мӗш юрӑ тата кӗлӗ