ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Пире хӗсӗрленине пула ҫынсем Иегова ҫинчен пӗлме пултараҫҫӗ
Ялан тенӗ пекех, пире хӗсӗрлекенсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартасшӑн. Ҫавӑн пек йывӑр лару-тӑрура та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе эпир ӑна мухтава кӑларатпӑр.
«МИХАЙЛОВ ДМИТРИЙ. ИНТЕРВЬЮ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Михайлов Дмитрий тӑван мӗнле хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ?
-
Иегова ӑна пурне те тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшнӑ?
-
Иегова Дмитрий тӑвана тӗрмере ларакан ытти ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме мӗнле пулӑшнӑ?