Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Туссене тӗрӗс суйласа ил

Туссене тӗрӗс суйласа ил

Моав тӳремлӗхӗнче Израиль халӑхӗпе мӗн пулса иртнинчен христиансем нумай япалана вӗренме пултараҫҫӗ (1Кр 10:6, 8, 11). Израильтянсем суя турӑсене пуҫҫапакан, аскӑнланса пурӑнакан Моав хӗрӗсемпе хутшӑнма пуҫласан йывӑр ҫылӑхсем тума пуҫланӑ. Ҫакӑ инкек патне илсе ҫитернӗ (Йыш 25:9). Кашни кун пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе — сӑмахран, пӗрле вӗренекенсемпе, пӗрле ӗҫлекенсемпе, хурӑнташсемпе, кӳршӗсемпе — хутшӑнма тивет. Вӗсемпе ҫывӑх хутшӑнни пире инкек патне илсе ҫитерме пултарнине израильтянсен тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать?

«ТУРРӐН ХАЛЬХИ ВӐХӐТРИ ӖҪЛЕКЕНӖСЕМШӖН АСӐРХАТТАРАКАН ТӖСЛӖХСЕМ» ВИДЕОРОЛИКӐН ПӖР ПАЙНЕ ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Зимри тата ыттисем Иамина мӗнле шухӑшлаттарма тӑрӑшнӑ?

  • Финеес Иамина лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшнӑ?

  • Иеговӑна ӗненмен ҫынпа ырӑ пулнипе унпа туслӑ пулни хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

  • Мӗншӗн пухура та ҫывӑх туссене тӗрӗс суйласа илмелле?

  • Темиҫе ҫынран тӑракан чатра хамӑр палламан ҫынсем пур пулсан, мӗншӗн пирӗн ҫак чатра хутшӑнасран асӑрханмалла?