ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Эсӗ Каҫхи апат уявне паллӑ тума хатӗр-и?
Иисусшӑн юлашки Пасхӑна уявласси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Вӑл хӑй кӗҫех вилессе пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Пасха уявне апостолӗсемпе пӗрле паллӑ тӑвасшӑн пулнӑ, кайран вара ҫулсеренхи ҫӗнӗ уява — Каҫхи апат уявне — йӗркелесе ярасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Петрпа Иоана Пасха уявлама пӳлӗме хатӗрлеме хушнӑ (Лк 22:7—13; хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑх). Ҫакӑ пире мартӑн 27-мӗшӗнчи Каҫхи апат уявне хатӗрленмелли ҫинчен аса илтерет. Старейшинӑсем, тен, сӑмах тухса калакан тӑвана чӗнӗҫ, ҫӑкӑрпа эрехе хатӗрлесе хурӗҫ тата ытти тумалли ӗҫсене те тӑвӗҫ. Эпир вара Каҫхи апат уявне мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?
Хӑвӑн чӗрене хатӗрле. Каҫхи апат уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрта ятарлӑ график тӑрӑх Библие вула тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшла. Ҫак графика «Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни» брошюрӑра тупма пулать. Унсӑр пуҫне, «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑри 16-мӗш разделта тарӑнрах тӗпчеме пулӑшакан схема пур. (Ҫавӑн пекех 2020 ҫулхи апрель уйӑхӗнчи «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ятлӑ ӗҫ тетрадьне пӑх.) Тӳлесе илме панӑ парне пирки ытларах пӗлес тесе ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне «Индекс публикаций Сторожевой башни» е «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» ятлӑ публикацисемпе усӑ курма пулать.
Ыттисене чӗн. Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампание хастар хутшӑн. Хӑв кама чӗнме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Тен, эсӗ кампа Библи ҫинчен калаҫнӑ е кампа Библи вӗреннӗ, ҫавсене чӗнес тейӗн. Ҫавӑн пекех паллакан ҫынсемпе хурӑнташсене чӗнме пулать. Старейшинӑсен Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене чӗнмелле. Хӑв чӗнес тенӗ ҫын хӑвӑнтан аякра пурӑнать пулсан, Каҫхи апат уявӗ вӑл пурӑннӑ вырӑнта хӑҫан тата ӑҫта иртнине пӗлес тесе jw.org сайта кӗр. Тӗп страницӑн пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ «ПИРӖН ҪИНЧЕН» ятлӑ вкладка ҫине пус та «Каҫхи апат уявӗ» уйрӑмне суйласа ил.
Каҫхи апат уявне хатӗрленес тесе эсӗ тата мӗн тума пултаратӑн?