ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР
Ыйтусем парӑр
Иегова — «телейлӗ Турӑ», ҫавӑнпа вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫ пире савӑнӑҫ кӳтӗр тет (1Тм 1:11, ҪТ). Ҫак ӗҫре ӑсталӑха ӳстеретпӗр пулсан, эпир тата ытларах савӑнӑҫ илӗпӗр. Ыйтусем парса ҫынна интереслентерсе яма пулать, вӗсем ӑна шухӑшлама пулӑшаҫҫӗ (Мф 22:41—45). Ыйтусем панӑ хыҫҫӑн ҫынна тимлӗ итленипе эпир вӑл мӗн шутлани пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартатпӑр (Иак 1:19). Унӑн хуравӗсем малалла мӗн ҫинчен калаҫмаллине пӗлме пулӑшӗҫ.
«ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪРЕ САВӐНӐҪ ТУПӐР. ӐСТАЛӐХА ӲСТЕРӖР: ЫЙТУСЕМ ПАРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Джейд мӗнле лайӑх енсем кӑтартрӗ?
-
Ыйтусем парса Нита Джейдпа интересленнине мӗнле кӑтартрӗ?
-
Джейда Библири чӑнлӑхпа интереслентерсе ярас тесе Нита ыйтусемпе мӗнле усӑ курчӗ?
-
Джейда шухӑшлаттарас тесе Нита ыйтусемпе мӗнле усӑ курчӗ?