Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Ӗненӳ пире хӑюллӑ пулма пулӑшать

Ӗненӳ пире хӑюллӑ пулма пулӑшать

Пама пулнӑ ҫӗре хурласа калаҫнӑ разведчиксен ӗненӳ ҫитсех кайман (Йыш 13:32—34; 14:11).

Вунӑ разведчик Турра ӗненсех кайманнине пула халӑх хӑраса ӳксе ӳпкелешме пуҫланӑ (Йыш 14:1—4).

Хӑюллӑ разведчиксен ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнӑ (Йыш 14:6—9; w06-U 10/1 17 с., 5, 6 абз.).

Израильтянсем унччен Иегова хӑйсене мӗнле ҫӑлнине курнӑ, ҫавӑнпа вӗсен Турӑ хӑйсене Ханаан ҫӗрне ҫӗнсе илме пулӑшасса ҫирӗп ӗненмелле пулнӑ.