Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ ҫынсенчен тӗслӗх ан ил

Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ ҫынсенчен тӗслӗх ан ил

Иегова хушнине хирӗҫ тӑнипе Корей, Дафан тата Авирон ӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ. Иегова пӑлхавҫӑсене тата вӗсем майлисене пурне те наказани панӑ (Йыш 16:26, 27, 31—33). Эпир Иеговӑна шанчӑклӑ пулнипе пулманни мӗнле тӗрӗсленме пултарать? Библири мӗнле асӑрхаттаракан тӗслӗхсем пире Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахасран сыхлама пултараҫҫӗ?

«ИЕГОВӐНА ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛМАН ҪЫНСЕНЧЕН ТӖСЛӖХ АН ИЛ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Надьӑн мӗнле йышӑну тумалла пулнӑ тата Библири хӑш тӗслӗх ӑна Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ?

  • Мӗнле лару-тӑру арҫын тӑвана тарӑхтарса янӑ тата Библири хӑш тӗслӗх ӑна Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ?

  • Мӗнле лару-тӑру Теренса хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ тата Библири хӑш тӗслӗх ӑна Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ?

  • Шкулта арҫын тӑван мӗнле илӗртӳпе тӗл пулнӑ тата Библири хӑш тӗслӗх ӑна Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ?