ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Лайӑх тус пулас тесен мӗн тумалла?
Пӑшӑрханнӑ е хуйха ӳкнӗ туса йӑпат тата хавхалантар (1Патш 20:1, 2; w19.11 7 с., 18 абз.).
Вӑл инкеке лекме пултарнине курсан, асӑрхаттар ӑна (1Патш 20:12, 13; w08-U 2/15 8 с., 7 абз.).
Тусу пирки элек сараҫҫӗ пулсан, ӑна хӳтӗле (1Патш 20:30—32; w09-U 10/15 19 с., 11 абз.).
Иеговӑн халӑхӗ хушшинче нумай лайӑх тус тупма пулать. Анчах туссене тупас тесен хӑвӑн та лайӑх тус пулмалла. Пухура эсӗ кампа туслашасшӑн?