Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР

Библи вӗренекенсене сиен кӳрекен йӑласенчен хӑтӑлма пулӑшӑр

Библи вӗренекенсене сиен кӳрекен йӑласенчен хӑтӑлма пулӑшӑр

Туррӑн нравственность нормисене тытса тӑракансем ҫеҫ Иеговӑн тусӗсем пулма пултараҫҫӗ (1Пт 1:14—16). Сиен кӳрекен йӑласенчен хӑтӑлсан Библи вӗренекенӗн ҫемйи телейлӗрех пулӗ, сывлӑхӗ лайӑхланӗ тата кирлӗ мар тӑкаксем те пулмӗҫ.

Иегова мӗнле нравственность нормисем пани ҫинчен тата вӑл ҫакна мӗншӗн туни ҫинчен Библи вӗренекене каласа пар. Ҫавӑн пекех Туррӑн нормисене тытса тӑни мӗнле усӑ панине ӑнлантарса пар. Вӗренекене ҫӗнӗлле шухӑшлама тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пулӑш (Эф 4:22—24). Иегова пулӑшнипе эсӗ япӑх йӑласенчен хӑтӑлма пултаратӑн тесе шантар ӑна (Фп 4:13, ҪТ). Ҫылӑх тума кӑмӑл ҫуралсанах Иеговӑран пулӑшу ыйтма вӗрент ӑна. Библи вӗренекене хӑрушӑ лару-тӑрусене маларах курма тата вӗсенчен пӑрӑнма вӗрент. Ӑна япӑх йӑласене пӑрахса усӑллӑ ӗҫсем тума хавхалантар. Вӑл Иегова пулӑшнипе улшӑнусем тунине курсан эсӗ питӗ савӑнӑн.

«БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ СИЕН КӲРЕКЕН ЙӐЛАСЕНЧЕН ХӐТӐЛМА ПУЛӐШӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Нитӑпа старейшинӑсем хӑйсене Джейдпа мӗнле тытрӗҫ?

  • Нита Джейда мӗнле пулӑшрӗ?

  • Джейд Иеговӑран пулӑшу илес тесе мӗн турӗ?