Апрелӗн 10—16
2 ҪУЛСЕРЕНХИ 8, 9
88-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Вӑл ӑслӑлӑха хакланӑ» (10 мин.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин.)
2Ҫлс 9:19. Патша пуканӗ умӗнче тӑнӑ 12 арӑслан кӗлетки мӗне пӗлтерме пултарнӑ? (it-U «Престол», 3 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин.): 2Ҫлс 8:1—16 (th 5 урок)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш калаҫу (видео) (5 мин.). Сӳтсе явни. «Пӗрремӗш калаҫу. Иисус Христос (Мф 16:16)» видеоролика кӑтарт. Экран ҫине ыйтусем тухсан, видеоролика вӑхӑтлӑха чар та итлекенсене ҫав ыйтусене пар.
Пӗрремӗш калаҫу (3 мин.): калаҫмалли майсенче илсе панӑ темӑпа усӑ кур. Сирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем час-часах сире хирӗҫлесе мӗн калаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине мӗнле хуравламаллине кӑтарт (th 2 урок).
Библи вӗренӗвӗ (5 мин.): lff 9 урок, 6 пункт (th 19 урок).
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Кашни кун Библи вуласа ӑслӑлӑх шыра» (15 мин.). Сӳтсе явни. Видеоролик кӑтарт.
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): lff 42 урок тата 4 Хыҫсӑмах
Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.)
131-мӗш юрӑ тата кӗлӗ