Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Библи вӗренни ҫинчен калакан видеороликсемпе мӗнле усӑ курмалла?

Библи вӗренни ҫинчен калакан видеороликсемпе мӗнле усӑ курмалла?

Пирӗн Библи вӗренни ҫинчен калакан тӑватӑ видеоролик пур. Эпир вӗсемпе ырӑ хыпар сарнӑ чухне усӑ курма пултаратпӑр. Вӗсене кашнине мӗнле тӗллевпе кӑларнӑ?

  • «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» (тулли видео). Ҫак видеоролика ҫын кирек мӗнле тӗне тытса тӑрать пулин те, унӑн Библи ҫинчен ытларах пӗлес кӑмӑлне аталантарас тесе кӑларнӑ. Ҫак видео чи кирлӗ ыйтусем ҫине Библире хуравсем шырама хавхалантарать. Унта Библи ыйтусем ҫине мӗнле хуравланине кӑтартакан пӗр тӗслӗх илсе панӑ. Ҫыннӑн Библи вӗренес килет пулсассӑн, вӑл мӗн тума пултарнине видеороликра кӑтартса панӑ.

  • «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» (кӗске видео). Ҫак видеороликра тулли видеори шухӑшсемех, анчах та вӑл виҫӗ хут кӗскерех. Ӑна ҫынсем васканӑ чухне кӑтартма пулать.

  • «Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет?» Ҫак видеоролика Библи вӗренмелли тӳлевсӗр курспа паллаштарас тесе тата ҫак курс ҫинчен час-часах паракан ыйтусем ҫине хурав парас тесе кӑларнӑ. Ҫыннӑн Библи вӗренес килет пулсассӑн, вӑл мӗн тума пултарнине видеороликра кӑтартса панӑ.

  • «Сире Библи вӗренме чӗнетпӗр». Ҫак видеоролика Библи вӗренекен ҫынна кӑтартма пулать. «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекен 2-мӗш страницинче ҫак видеоролика пӑхма сӗнеҫҫӗ пулин те, ӑна «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑна вӗреннӗ чухне те кӑтартма пулать. Ҫак видеороликра Библи вӗреннӗ чухне мӗн ҫинчен пӗлессине тата Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртессине кӑтартнӑ.

Кашни видеоролика тӗрлӗ тӗллевпе кӑларнӑ пулин те, вырӑнлӑ пулсан, эпир вӗсене ҫынсене кӑтартма е ярса пама пултаратпӑр. Ҫак видеороликсенче мӗн ҫинчен каланине хыпарҫӑсен лайӑх пӗлмелле тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсемпе час-часах усӑ курма тӑрӑшмалла.