Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мартӑн 20—26

2 ҪУЛСЕРЕНХИ 1—4

Мартӑн 20—26

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

  • «Соломон патша ӑссӑрла йышӑну тӑвать» (10 мин.)

  • Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин.)

    • 2Ҫлс 1:11, 12. Эпир мӗн ҫинчен кӗлтуни мӗн кӑтартса парать? (w05-U 12/1 19 с., 6 абз.).

    • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

  • Библи вулани (4 мин.): 2Ҫлс 4:7—22 (th 10 урок)

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

  • Каҫхи апат уявне чӗнни (3 мин.): пӗрле ӗҫлекене, пӗрле вӗренекене е хурӑнташна Каҫхи апат уявне чӗн (th 2 урок).

  • Иккӗмӗш калаҫу (4 мин.): Каҫхи апат уявне чӗнмелли хута илнӗ тата ҫак уяв ҫинчен нумайрах пӗлесшӗн пулнӑ ҫынпа тепӗр хут калаҫни. Пирӗн Библи вӗренмелли курс ҫинчен каласа пар та «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑна сӗн. «Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет?» видеоролик ҫине тимлеттер те ӑна сӳтсе яв (видеоролика кӑтартмалла мар) (th 17 урок).

  • Библи вӗренӗвӗ (5 мин.): lff 9 урок, 5 пункт (th 9 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

  • 19-мӗш юрӑ

  • «Ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ куна хатӗрлен» (15 мин.). Доклад тата видео. Сӑваплӑ ӗҫшӗн яваплӑ тӑван туса парать. Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани мӗнле пыни ҫинчен каласа пар. Унтан хыпарҫӑсене хӑйсемпе пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсем ҫинчен каласа пама ыйт. Библи вуламалли график (8—9 с.) ҫине тимлеттер те ҫитес уява кӗтсе илме пурне те хӑйсен чӗрине хатӗрлеме хавхалантар (Езд 7:10, ҪТ). Уява килекенсене ӑшшӑн кӗтсе илес тесе мӗн тума пултарнине ӑнлантарса пар (Рм 15:7; mwb16.03 2 с.). «Каҫхи апат уявӗ валли ҫӑкӑра мӗнле хатӗрлемелле?» видеоролика кӑтарт.

  • Пухура Библи вӗренни (30 мин.): lff 41 урок, 1—4 пунктсем

  • Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.)

  • 135-мӗш юрӑ тата кӗлӗ