ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Куҫӑмпа чӗрем те Манӑн ӗмӗрех унта пулӗҫ»
Иегова хӑйне пуҫҫапмалли вырӑн суйласа илнӗ (2Ҫлс 7:11, 12).
Иегова манӑн чӗре ҫак храмра пулӗ тенӗ, урӑхла каласан, унта мӗн туни маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗ тенӗ (2Ҫлс 7:16; w02-U 11/15 5 с., 1 абз.).
Иегова ҫынсене эсир маншӑн чӗререн ӗҫлеме пӑрахсан эпӗ ҫак ҫурта аркатма ирӗк парӑп тенӗ (2Ҫлс 6:14; 7:19—21; it-U «Храм», «История» подзаг., 1 абз.).
Храма Иеговӑна халалланӑ чухне израильтянсем эпир Иеговӑна яланах ҫакӑнта чун-чӗререн пуҫҫапӑпӑр тесе шутланӑ пулӗ. Шел пулин те, вӑхӑт иртсен вӗсем Иеговӑшӑн чунтан ӗҫлеме пӑрахнӑ.
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Эпӗ Иеговӑна чунтан пуҫҫапса пурӑнни манӑн ӗҫсенчен курӑнса тӑрать-и?»