ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Чӗрӳне упра»
Иегова Соломона ҫакӑн пек сӑмахсем ҫырма хавхалантарнӑ: «Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра» (Ыт 4:23). Шел пулин те, Турӑ халӑхӗ, Израиль, Иеговӑшӑн «пӗтӗм чӗререн» ӗҫлеме пӑрахнӑ (2Ҫлс 6:14). Соломон та суя турӑсене пуҫҫапакан арӑмӗсене хӑйӗн чӗри ҫине витӗм кӳме парса суя турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ (3Патш 11:4). Хамӑрӑн чӗрене мӗнле упрамалла? Ҫак ыйтӑва 2019 ҫулхи январь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал Башнинчи» вӗренмелли статьяра (14—19 с.) сӳтсе явнӑ пулнӑ.
«„ХУРАЛ БАШНИНЧИ“ УСӐЛЛӐ ШУХӐШСЕМ. ХӐВӐРӐН ЧӖРӖРЕ УПРӐР!» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Мӗне пула ҫак тӑвансен ӗненӗвӗ хавшаса кайма пултарнӑ тата ҫак вӗренмелли статья вӗсене хӑйсен чӗрине упрама мӗнле пулӑшнӑ?
-
Брентпа Лорен
-
Умджей
-
Хэппи Лэю
Ҫак статья сана мӗнле пулӑшрӗ?