Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ тӑвансене мӗнле пулӑшмалла?

Ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ тӑвансене мӗнле пулӑшмалла?

Ҫутҫанталӑк инкекӗсем ытларах та ытларах пулса пыраҫҫӗ. Инкек пулса тухсан пӗр-пӗринпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлени, ӗҫсене лайӑх йӗркелесе тӑни кирлӗ. Ҫавӑнпа Ертсе пыракан совет кашни филиалра инкеке лекнисене пулӑшакан уйрӑм йӗркеленӗ.

Ҫав уйрӑмри арҫын тӑвансем инкек пулса тухни ҫинчен пӗлсен, унти хыпарҫӑсене мӗн те пулин кирлӗ-ши тесе тӳрех вырӑнти старейшинӑсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ. Енчен те вырӑнти тӑвансем ҫутҫанталӑк инкекне пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене хӑйсем тӗллӗн татса пама пултараймаҫҫӗ пулсан, филиал хӗн куракансене пулӑшас ӗҫе ертсе пыма яваплӑ арҫын тӑвансене суйласа лартать. Ҫак арҫын тӑвансем доброволецсен пулӑшӑвӗ кирли ҫинчен тата мӗнле те пулин япаласем е апат-ҫимӗҫ кирли ҫинчен пӗлтерме пултараҫҫӗ. Тата вӗсем ҫав вырӑнтах кирлӗ япаласем туянса нуша куракансене салатса пама пултараҫҫӗ.

Яваплӑ арҫын тӑвансене итлесен, хамӑр шухӑшланӑ пек тумасан, ӗҫе пирӗн тепӗр хут тума тивмӗ, вара вӑхӑта та, вӑя та, укҫа-тенке те сая ямӑпӑр, тӑвансене те пӑтраштарса ямӑпӑр.

Филиал суйласа лартнӑ арҫын тӑвансем инкекпе тӗл пулнисене пулӑшас тесе мӗн чухлӗ доброволецсем тата мӗн чухлӗ укҫа кирлине калама пултараҫҫӗ. Хӗн куракан тӑвансене хӑвӑртрах пулӑшас тесе вӗсем влаҫра ларакансемпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та яваплӑ арҫын тӑвансем ыйтмасан, пирӗн хамӑр тӗллӗн укҫа та пуҫтармалла мар, гуманитарлӑ пулӑшу та ямалла мар, хӗн-асап пулнӑ вырӑна та каймалла мар.

Инкек сиксе тухсан эпир тӑвансене пулӑшма васкатпӑр, мӗншӗн тесен эпир вӗсене юрататпӑр (Евр 13:16). Эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Чи кирли вӑл — инкеке лекнисемшӗн тата вӗсене пулӑшакансемшӗн кӗлтуни. Тата эпир пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗл валли хамӑр ирӗкпе укҫа пама пултаратпӑр. Ертсе пыракан совет пулӑшнипе филиалсем ҫак укҫа-тенкӗпе чи лайӑх майпа усӑ курма пултарӗҫ. Енчен те эпир хӗн-асап пулнӑ ҫӗре кайса пулӑшас тетпӗр пулсан, пирӗн «Заявление на служение добровольцем в программе местного проектно-строительного отдела» (DC-50) ҫырмалла.

«БРАЗИЛИРЕ ПИТӖ ВӐЙЛӐ ШЫВ ИЛНИ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

2020 ҫулта Бразилире вӑйлӑ шыв илнӗ хыҫҫӑн Иегова Свидетелӗсем инкеке лекнисене пулӑшни санӑн чунна мӗнле пырса тиврӗ?