ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Калаҫмалли майсем
КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ЧӖНМЕЛЛИ КАМПАНИ (мартӑн 11 — апрелӗн 4)
«Эпир сире ятарлӑ тӗлпулӑва чӗнесшӗн. Ҫак тӗлпулӑва пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын Иисус Христосӑн вилӗмне аса илес тесе пуҫтарӑнӗ. (Ҫынна пичетленӗ чӗнӳ хутне пар е электронлӑ чӗнӳ хутне ярса пар.) Ҫак тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пулассине ҫак чӗнӳ хутӗнче ҫырса панӑ. Унсӑр пуҫне, эпир сире Библи тӑрӑх хатӗрленӗ доклада итлеме чӗнетпӗр. Ӑна пӗр эрне маларах итлеме май пулӗ».
Ҫынна интереслӗ пулсан: «Иисус вилӗмне аса илмелли уяв» видеоролика кӑтарт [е ҫак видеоролика электронлӑ хатӗр ҫине ярса пар].
Тепрехинче: мӗншӗн Иисусӑн вилмелле пулнӑ?
ПӖРРЕМӖШ КАЛАҪУ (мартӑн 1—10, апрелӗн 5—30)
ИККӖМӖШ КАЛАҪУ
Ыйту: мӗншӗн Иисусӑн вилмелле пулнӑ?
Сӑвӑ йӗрки: Мф 20:28
Тепрехинче: Иисус пирӗншӗн вилнишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?