Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Апрелӗн 1—7

ПСАЛОМ 22—24

Апрелӗн 1—7

4-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Ҫӳлхуҫа — манӑн Кӗтӳҫӗм»

(10 мин.)

Иегова пире ертсе пырать (Пс 22:1—3; w11-U 5/1 31 с., 3 абз.).

Иегова пире хӳтӗлет (Пс 22:4; w11-U 5/1 31 с., 4 абз.).

Иегова пире апат парса тӑрать (Пс 22:5; w11-U 5/1 31 с., 5 абз.).

Кӗтӳҫӗ хӑйӗн сурӑхӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пекех, Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшать.

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Иегова маншӑн мӗнле тӑрӑшать?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 22:3. «Тӳрӗлӗх ҫулӗпе» пырасси мӗне пӗлтерет тата ҫак ҫулпа пырас тесен пирӗн мӗн тумалла? (w11 2/15 18 с., 1—3 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 22:1—23:10 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫутҫанталӑка варалани пирки пӑшӑрханакан ҫынна Библирен вырӑнлӑ сӑвӑ йӗрки кӑтарт (lmd 2 урок, 5 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Иртнинче «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюра илнӗ ҫынна ҫак брошюрӑпа Библи мӗнле вӗренмеллине кӑтарт (lmd 9 урок, 3 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

54-мӗш юрӑ

7. Эпир ют ҫынсен сассине итлеместпӗр

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Сурӑхсем хӑйсен кӗтӳҫӗн сассине пӗлеҫҫӗ тата ӑна итлеҫҫӗ. Ют ҫын сассине илтсен вара вӗсем тараҫҫӗ (Ин 10:5). Ҫавӑн пекех эпир те пирӗншӗн тӑрӑшакан тата шанӑҫа тивӗҫлӗ Кӗтӳҫсен сассине, Иеговӑпа Иисусӑн сассине, итлетпӗр (Пс 22:1; Ин 10:11). Ҫав вӑхӑтрах эпир суя сӑмахсемпе хамӑрӑн ӗненӗве аркатма хӑтланакан «ют ҫынсен» сассине итлеместпӗр (2Пт 2:1, 3).

Пултарни кӗнекери 3-мӗш сыпӑкра ҫӗр ҫинче пӗрремӗш хут ют сасӑ илтӗнни ҫинчен ҫырса панӑ. Шуйттан Евӑпа ҫӗлен урлӑ калаҫнӑ, ҫакна вӑл Ева кампа калаҫнине ан пӗлтӗр тесе тунӑ. Шуйттан хӑйне Евӑн тусӗ пек кӑтартасшӑн пулнӑ. Вӑл Иегова пирки элеклесе каланӑ тата Иегова ырӑ та юратакан Турӑ пулни пирки иккӗлентерсе янӑ. Шел пулин те, Ева Шуйттана итленӗ, ҫакӑ вара уншӑн та, унӑн ҫемйишӗн те япӑх вӗҫленнӗ.

Хальхи вӑхӑтра та Шуйттан пире Иеговӑпа унӑн организацийӗ пирки иккӗлентересшӗн, вӗсене шанма пӑрахтарасшӑн. Ҫакна вӑл Иеговӑпа унӑн организацийӗ пирки сӑмах сарса, ҫурма тӗрӗс, ҫурма суя тата сӗмсӗр суя каласа тӑвать. Апла, «ют ҫынсен» сассине илтсен пирӗн мӗн тумалла? Тармалла! Интересшӗн кӑшт кӑна итлени те хӑрушӑ. Евӑна улталама Шуйттана нумай вӑхӑт кирлӗ пулман, темиҫе сӑмах калани те ҫителӗклӗ пулнӑ (Плт 3:1, 4, 5). Анчах та ҫывӑх ҫын ырӑ шухӑшпа пире Иеговӑн организацийӗ ҫинчен япӑх калакан информацие ярса парасшӑн пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

ВИДЕО кӑтарт: «„Ют ҫынсен сассине“ ан итлӗр». Унтан ыйту пар:

Джейд амӑшӗпе хӑйне мӗнле тытни сире мӗне вӗрентет?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 55-мӗш юрӑ тата кӗлӗ