Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Апрелӗн 22—28

ПСАЛОМ 31, 32

Апрелӗн 22—28

103-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Йывӑр ҫылӑх тусан мӗншӗн ун ҫинчен каласа памалла?

(10 мин.)

Давид хӑйӗн ҫылӑхӗсене пытарма хӑтланнӑран питӗ асапланнӑ. Тен, ҫакӑ Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ (Пс 31:3, 4; w13 4/15 30 с., 16 абз.).

Давид хӑйӗн ҫылӑхӗсем ҫинчен Иеговӑна каласа панӑ, вара Турӑ ӑна каҫарнӑ (Пс 31:5; w20.02 24 с., 17 абз.).

Иегова каҫарсан Давид лӑштах сывласа янӑ (Пс 31:1; w01-U 6/1 30 с., 1 абз.).

Эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, хамӑра кӗҫӗне хурса ҫакӑн ҫинчен Иеговӑна каласа памалла тата унран каҫару ыйтмалла. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла. Вӗсем пире каллех Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗҫ (Иак 5:14—16). Ҫапла тусан, Иегова пире чун канӑҫлӑхне парӗ (Ап 3:19).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 31:7, 10. Иегова чунтан парӑнса юратни пире хӳтӗленине Давид мӗнле кӑтартса панӑ? (w21.11 6 с., 14 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 32:1—22 (th 11 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. Павел мӗн тунӑ?

(7 мин.) Сӳтсе явни. ВИДЕО кӑтарт. Унтан lmd 4-мӗш урокри 1, 2 пунктсене сӳтсе яв.

5. Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. Павелран тӗслӗх илӗр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

74-мӗш юрӑ

6. Пухӑва мӗн кирлине шута илни

(15 мин.)

7. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 39-мӗш юрӑ тата кӗлӗ