Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Апрелӗн 29 — майӑн 5

ПСАЛОМ 33, 34

Апрелӗн 29 — майӑн 5

10-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫана мухтам»

(10 мин.)

Давид йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне те Иеговӑна мухтава кӑларнӑ (Пс 33:2; w07-U 3/1 22 с., 11 абз.).

Давид хӑйӗнпе мар, Иеговӑпа мухтаннӑ (Пс 33:3—5; w07-U 3/1 22 с., 13 абз.).

Давид Иеговӑна мухтаса тӑни хӑйӗнпе юнашар пулнӑ ҫынсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ (Пс 33:6; w07-U 3/1 23 с., 15 абз.).

Давид Анхус (е Авимелех) патӗнчен пушхире кайсан, ун патне Саул ертсе пынипе килӗшмен 400-е яхӑн ҫын килнӗ (1Пш 22:1, 2). Ҫак псалома ҫырнӑ чухне Давид, тен, ҫав ҫынсем ҫинчен шухӑшланӑ (Пс 33:1).

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Ҫитес тӗлпулура тӑвансемпе калаҫнӑ чухне эпӗ Иеговӑна мӗнле мухтама пултаратӑп?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 34:19. «Мана айӑпсӑр ҫӗртенех курайман ҫынсем пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ан тӑрайччӑр» тенипе Давид мӗн каласшӑн пулнӑ? (w06-U 5/15 20 с., 2 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 33:2—23 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библири пӗр-пӗр шухӑша калама ӗлкӗриччен калаҫу вӗҫленет (lmd 1 урок, 4 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 2 урок, 4 пункт).

6. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(5 мин.) Диалог. Ijwfq 59-U статья. Тема: «Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗр уява уявламалла-и, уявламалла мар-и тесе шутланӑ чухне мӗн шута илеҫҫӗ?» (th 17 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

59-мӗш юрӑ

7. Тӗлпулусенче эпир Иеговӑна виҫӗ майпа мухтама пултаратпӑр

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Тӗлпулусенче эпир Иеговӑна мухтама пултаратпӑр. Акӑ виҫӗ май:

Калаҫусем. Ыттисемпе калаҫнӑ чухне Иегова мӗн тери ырӑ пулни ҫинчен каласа парӑр (Пс 144:1, 7). Тен, эсир хӑвӑршӑн усӑллӑ шухӑша вуланӑ е илтнӗ. Е сирӗн ырӑ хыпар сарнӑ чухне лайӑх калаҫу пулнӑ. Тен, сире кам та пулин хавхалантарнӑ е ӗҫпе пулӑшнӑ. Е сире Иегова тунӑ пӗр-пӗр япала питӗ тӗлӗнтернӗ. Ҫаксем пурте — Турӑ панӑ парнесем (Иак 1:17). Ыттисемпе калаҫма вӑхӑт пултӑр тесе тӗлпулусене темиҫе минут маларах килӗр.

Комментарисем. Кашни тӗлпулура пӗр комментари те пулин пама тӑрӑшӑр (Пс 25:12). Эсир ыйту ҫине тӳррӗн хуравлама пултаратӑр е темӑпа ҫыхӑннӑ урӑх шухӑша палӑртма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех Библири сӑвӑ йӗрки ҫине е ӳкерчӗк ҫине тимлеттерме пултаратӑр. Тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен каласа пама пултаратӑр. Хуравлас текенсем нумай пулма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа темиҫе комментари хатӗрлесе хурӑр. Пирӗн комментарисем 30 ҫеккунт е сахалрах пулсан, нумайрах ҫын Турра «мухтав парни» кӳме пултарӗ (Евр 13:15).

Юрӑсем. Патшалӑх юррисене хавхалануллӑн юрлӑр (Пс 146:1). Пухура кашнинчех, уйрӑмах пуху пысӑк пулсан, комментари пама май килмесен те пултарать. Анчах та юрӑсем юрласа Иеговӑна мухтама яланах май пур. Тен, эсир хӑвӑр пирки эпӗ лайӑх юрлаймастӑп тесе шутлатӑр. Анчах та ан иккӗленӗр: Иегова эсир тӑрӑшнине питӗ хаклать (2Кр 8:12). Пухӑва хатӗрленнӗ чухне юрӑсене те юрласа пӑхӑр.

ВИДЕО кӑтарт: «Пирӗн истори: малалла пыратпӑр. Иеговӑна юрӑ юрласа мухтатпӑр (1-мӗш пайӗ)». Унтан ыйту пар:

Иеговӑна мухтаса юрлани пирӗн организацишӗн яланах пӗлтерӗшлӗ пулни ӑҫтан курӑнать?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 2024 ҫулхи регион конгресӗ валли ҫӗнӗ юрӑ тата кӗлӗ