Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мартӑн 4—10

ПСАЛОМ 15, 16

Мартӑн 4—10

111-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. «Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫамӑм; маншӑн Санран ытла ырри ҫук»

(10 мин.)

Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе туслӑ пулни пире савӑнӑҫ кӳрет (Пс 15:2, 3; w18.12 26 с., 11 абз.).

Иеговӑпа ҫывӑх пулни пире телейлӗ тӑвать (Пс 15:5, 6; w18.12 25 с., 7 абз.).

Иегова хамӑрпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене сиен кӳме пултаракан япаласенчен хӳтӗлет, ҫавна пула эпир хамӑра лӑпкӑ туятпӑр (Пс 15:8, 9; bh 116 с., 5 абз.).

Эпир, Давид пекех, тулли те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, мӗншӗн тесен Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗншӗн чи кирли.

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑранпа манӑн пурнӑҫ мӗнле улшӑнчӗ?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 16:8, 9. Библире «куҫ шӑрҫи» тени мӗне пӗлтерет? (it-1-U 851 с., 7, 8 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 16:1—15 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(1 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Каҫхи апат уявне чӗнмелли хута сӗн (th 11 урок).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Каҫхи апат уявне чӗнмелли хута сӗн. Ҫын ҫакӑнпа интересленнине кӑтартсан, «Иисус вилӗмне аса илмелли уяв» видеоролик ҫине тимлеттер те ӑна сӳтсе яв (видеоролика кӑтартмалла мар) (th 9 урок).

6. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Каҫхи апат уявне чӗнмелли хута сӗн (th 2 урок).

7. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

20-мӗш юрӑ

8. Каҫхи апат уявне мӗнле хатӗрленмелле?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Вырсарникун, мартӑн 24-мӗшӗнче, эпир, Иисус Христос хушса хӑварнӑ пек, унӑн вилӗмне аса илмелли уява паллӑ тума пуҫтарӑнӑпӑр. Ҫак тӗлпулура эпир Иеговӑпа Иисус кӑтартнӑ пысӑк юрату ҫинчен шухӑшлӑпӑр (Лк 22:19; Ин 3:16; 15:13). Каҫхи апат уявне мӗнле хатӗрленмелле?

  • Ҫав вӑхӑтра иртекен кампание хастаррӑн хутшӑнӑр. Ун чухне эпир ҫынсене ятарлӑ доклада итлеме тата Каҫхи апат уявне чӗнӗпӗр. Хӑвӑр паллакан ҫынсенчен кама чӗнесшӗн пулнине ҫырса хурӑр. Енчен те эпир чӗнес текен ҫын урӑх вырӑнта пурӑнать пулсан, мӗн тумалла? Вӑл пурӑнакан вырӑнта ҫак тӗлпулусем хӑҫан тата ӑҫта иртессине jw.org сайтра тупма пулать.

  • Март тата апрель уйӑхӗсенче ытларах ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр. Эсир 15 е 30 сехет ырӑ хыпар сарса пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултаратӑр-и?

  • Мартӑн 18-мӗшӗнче эпир Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн юлашки эрнине мӗнле пурӑнса ирттерни ҫинчен вулама пуҫлатпӑр. «2024 ҫулхи Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче Библи вуламалли графикпа» (6—7 с. пӑхӑр) усӑ курса эсир кашни кун мӗн чухлӗ вуламаллине палӑртса хума пултаратӑр.

  • Каҫхи апат уявне ирттернӗ кун jw.org сайтра Турра пуҫҫапмалли ирхи ятарлӑ программӑна пӑхӑр.

  • Пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансем уява килсен, вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илӗр. Ҫавӑн пекех пӗррӗмӗш хут килекенсене те хапӑл туса йышӑнӑр. Тӗлпулу вӗҫленсен вӗсемпе хутшӑнма, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама хатӗр пулӑр. Ытларах пӗлме пулӑшас тесе вӗсемпе тӗл пулма калаҫса татӑлӑр.

  • Уяв умӗн те, уяв хыҫҫӑн та Иисус тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлӑр.

ВИДЕО кӑтарт: «Иисус вилӗмне аса илмелли уяв». Унтан ыйту пар:

Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани вӑхӑтӗнче ҫак видеопа мӗнле усӑ курма пулать?

9. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 73-мӗш юрӑ тата кӗлӗ