ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Святой сывлӑш пулӑшнине пула йывӑр ӗҫе туса ҫитернӗ
Истори тӑршшӗпех Иеговӑн ӗҫлекенӗсем питӗ йывӑр ӗҫсене туса тӑнӑ. Ҫакна вӗсем хӑйсен пултарулӑхне пула мар, Иегова пулӑшнине пула тума пултарнӑ. Иеговӑн организацийӗ 1954 ҫулта «Иеговӑн организацийӗ мӗнле ӗҫлесе тӑрать» фильма кӑларнӑ. Ҫак фильма вефилецсем тунӑ. Вӗсем нихӑҫан та фильм туса курман пулин те, Иегова святой сывлӑш парса пулӑшнине пула вӗсем ҫак питӗ йывӑр ӗҫе туса ҫитернӗ. Ҫак тӗслӗх пире ҫакна вӗрентет: Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн шанатпӑр пулсан эпир кирек мӗнле ӗҫе те тума пултарӑпӑр (Зх 4:6).
«„ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖ МӖНЛЕ ӖҪЛЕСЕ ТӐРАТЬ“ ВИДЕОНА МӖНЛЕ ТУСА КӐЛАРНӐ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управлени ҫинчен фильм ӳкерме йышӑну тунӑ пулнӑ?
-
Вефиль пӗр ӳт-пӳ пек ӗҫлесе тӑни ӑҫтан курӑнать? (1Кр 12:14—20).
-
Видеона ӳкернӗ чухне арҫын тӑвансен мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ? Ҫав йывӑрлӑхсене мӗнле татса панӑ?
-
Ҫак видеоран эсӗ Иеговӑн святой сывлӑшӗ ҫинчен мӗн пӗлтӗн?