Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Лару-тӑрӑва мӗнле татса панинчен мӗне вӗренме пулать?

Лару-тӑрӑва мӗнле татса панинчен мӗне вӗренме пулать?

Иорданран хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакан израильтянсем питӗ пысӑк парне вырӑнӗ туса лартнӑ (ИсН 22:10).

Ытти Израиль йӑхӗсем вӗсене Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ тесе айӑпланӑ (ИсН 22:12, 15, 16; w18.08 5 с., 10 абз.).

Парне вырӑнӗ туса лартнӑ йӑхсем хӑйсем мӗншӗн ҫапла тунине лӑпкӑн ӑнлантарса панӑ, ҫакӑ вӗсене вӑрҫӑран сыхласа хӑварнӑ (ИсН 22:21—30; w08-U 11/15 18 с., 5 абз.).

Ҫак тӗслӗх пире мӗне вӗрентет? Сӑмахран, пире тӗрӗс мар айӑпланӑ чухне хамӑра мӗнле тытмаллине тата пур факта та пӗлмен чухне мӗншӗн пӗтӗмлетӳ тума васкамалла маррине вӗрентет (Ыт 15:1; 18:13).