ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ҫак усал тӗнчене тӗп тунӑ чухне Турӑ пире ҫӑласси пирки ан иккӗленӗр
Иегова ҫак усал тӗнчене пӗр вӗҫӗмсӗр чӑтса тӑмӗ. Кӗҫех вӑл ӑна тӗп тӑвӗ. Суя тӗн тӗп пулӗ. Унтан халӑхсен пӗрлешӗвӗ Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнать, вара Иегова усал ҫынсене Армагеддонра пӗтерет. Ҫак пӗлтерӗшлӗ событисене христиансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Паллах, эпир пысӑк хӗн-асап пирки тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлместпӗр. Тӗслӗхрен, эпир вӑл хӑш кун пуҫланасса пӗлместпӗр. Ҫавӑн пекех эпир мӗнле сӑлтавсене пула политика ертӳҫисем суя тӗн ҫине тапӑнассине те пӗлместпӗр. Эпир халӑхсен пӗрлешӗвӗ Турӑ халӑхӗ ҫине мӗнле тапӑнасса тата ҫак тапӑнасси мӗн чухлӗ вӑхӑт тӑсӑласса та пӗлместпӗр. Унсӑр пуҫне, Иегова усал ҫынсене Армагеддонра мӗнле майпа тӗп тӑвассине те пӗлместпӗр.
Анчах Библире пулас событисене пӗр хӑрамасӑр, хӑюллӑн кӗтсе илмешкӗн мӗн кирлине веҫех ҫырса панӑ. Сӑмахран, эпир юлашки кунсен вӗҫӗнче пурӑннине пӗлетпӗр (2Тм 3:1). Ҫавӑн пекех чӑн тӗне пӗтерме парас мар тесе Иегова суя тӗн ҫине тапӑнас вӑхӑта кӗскетет (Мф 24:22). Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑласса эпир пӗлетпӗр (2Пт 2:9, 10). Тата ҫакна та пӗлетпӗр: Иегова йӗркесӗр ҫынсене пӗтерме тата имсӗр-сумсӑр ҫынна Армагеддонра упраса хӑварма Иисус Христоса шанса панӑ, Иисус вара тӳрӗ те питӗ хӑватлӑ (Ӳлӗм 19:11, 15, 16).
Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче «ҫынсем хӑранипе... тӑнӗсене ҫухатӗҫ». Эпир вара Иегова унччен хӑйӗн халӑхне мӗнле ҫӑлни ҫинчен тата пуласлӑхра пире мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшласан, пирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑт ҫывӑх пулни пирки иккӗленмӗпӗр тата ҫав йывӑр вӑхӑтра тӳрленсе пуҫсене ҫӗклесе тӑрӑпӑр (Лк 21:26, 28).