ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Усал тата чапшӑн ҫуннӑ хӗрарӑма тивӗҫлипе наказани панӑ
Гофолия Иудейӑра влаҫа хӑй аллине ярса илес тесе патша йӑхне тӗп тунӑ (4Патш 11:1; it-U «Гофолия», 1 №, 2 абз.; «„Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ“ (4Патш 9:8)» таблицӑна пӑх).
Охозия ывӑлӗ Иоас ҫеҫ чӗрӗ тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесен ӑна Иосавеф пытарса усранӑ (4Патш 11:2, 3).
Чи аслӑ священник Иодай Иоаса патшана лартнӑ тата Гофолияна вӗлерме хушнӑ. Ахавӑн йӑхӗ вара Гофолияпа пӗтнӗ пулмалла (4Патш 11:12—16; it-U «Гофолия», 1 №, 3 абз.).
ШУХӐШЛАСА ПӐХ: «Ҫак истори Ытарӑшсем 11:21 тата Екклесиаст 8:12, 13 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем тӗп-тӗрӗс пулнине мӗнле ҫирӗплетсе парать?»