ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑна савӑнтарса пурӑнма вӗрентӗр
Иегова ҫамрӑксене питӗ юратать. Вӑл ачасем хӑйне хытӑрах та хытӑрах юратнине тата вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсе пынине асӑрхать (1Патш 2:26; Лк 2:52). Ачасем пӗчӗк пулсан та, вӗсем хӑйсене лайӑх тытнипе Иеговӑна савӑнтарма пултараҫҫӗ (Ыт 27:11). Иегова хӑйӗн организаци урлӑ ашшӗ-амӑшӗсене чаплӑ хатӗрсем парса тӑрать. Вӗсемпе усӑ курса ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Иеговӑна юратма тата ӑна итлесе пурӑнма вӗрентме пултараҫҫӗ.
«ҪАМРӐКСЕМ, СИРӖН ЧӐТӐМЛӐХ ИЕГОВӐНА САВӐНТАРАТЬ!» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Ҫулсем иртнӗ май Иегова ҫамрӑксене чӑнлӑх ҫулӗ ҫине ҫирӗп тӑма мӗнле пулӑшнӑ?
-
Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле хатӗрсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ?
-
Ҫамрӑксем, хӑш хатӗр сирӗншӗн усӑллӑ тата вӑл сире мӗнле пулӑшать?