ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Йӑпатнӑ чухне Елифаз пек ан пул
Елифаз Турра юрама ҫук тенӗ (Иов 15:14—16; w22.10 26 с., 10 абз.).
Елифаз Иова эсӗ хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн асапланатӑн тесе тӗксе каланӑ (Иов 15:20).
Елифазӑн сӑмахӗсем Иова пӗртте йӑпатман (Иов 16:1, 2).
Елифаз Иова мӗн калани суя пулнӑ. Иегова эпир уншӑн мӗн тунине питӗ хаклать (Пс 149:4). Тӳрӗ ҫынсем те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ (Пс 33:20).
ШУХӐШЛАСА ПӐХ: эпӗ «хуйха ӳкнисене» мӗнле лӑплантарма пултаратӑп? (1Фс 5:14; w15 2/15 9 с., 16 абз.).