Ноябрӗн 20—26
ИОВ 18, 19
44-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Тӑвансене пулӑшса тӑр» (10 мин.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин.)
Иов 19:1, 2. Иовӑн чӗрине «юлташӗсен» сӑмахӗсем питӗ ыраттарнӑ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (w94-U 10/1 32 с.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин.): Иов 18:1—21 (th 5 урок)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш калаҫу (3 мин.): калаҫмалли майсенче илсе панӑ темӑпа усӑ кур. Сирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем час-часах сире хирӗҫлесе мӗн калаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине мӗнле хуравламаллине кӑтарт (th 12 урок).
Иккӗмӗш калаҫу (4 мин.): калаҫмалли майсенче илсе панӑ темӑпа усӑ кур. Ҫынна пухӑвӑн тӗлпулӑвне чӗн. «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеоролик ҫине тимлеттер те ӑна сӳтсе яв (видеоролика кӑтартмалла мар) (th 3 урок).
Доклад (5 мин.): w20.10 17 с., 10, 11 абз. Тема: «Библи вӗренекене пухура туссем тупма пулӑш» (th 20 урок).
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Инкеке лекнисене пулӑш» (5 мин.). Сӳтсе явни. «Иеговӑн тусӗ пул» ярӑмри ҫак мультфильма кӑтарт. Унтан, сирӗн пухура ачасем пур пулсан, вӗсене ҫак ыйтусене пар (вӗсемпе маларах калаҫса татӑл): ачасем ыттисене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
Эсӗ ыттисене мӗнле пулӑшма пултаратӑн?
«Вефильте ӗҫлекенсене хавхалантараҫҫӗ тата йӑпатаҫҫӗ» (10 мин.). Сӳтсе явни. Видеоролик кӑтарт.
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): kr 2 сып., 23—34 абз.
Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.)
63-мӗш юрӑ тата кӗлӗ